Тĕрĕ ăсти Галя

28 Çу, 2015

Галя Арсентьева ума лартнă тĕллевне пурнăçлатех.

- Палăртнă ĕмĕте пурнăçа кĕртмесен чунра тем йăшăлтатса тăнă пекех туйăнать. Çавăнпа шав малалла ăнтăлатăп, çÿлеллех кармашма тăрăшатăп. Унсăрăн хама лăпкă тытма пултараймастăп, - тет хастар хĕрача.

Ăна кура пĕрле вĕренекенсем те малаллах ăнтăлаççĕ, Галя пек пулма тăрăшаççĕ.

- Тĕрĕ ăсти вăл. Класра ун пек хитре те хăвăрт тĕрлекен çук. Сăмса тутри, тĕрлĕ салфетка тем чухлех унăн. Хăйне валли çеç мар, парнелĕх пултăр тесе те тăрăшать. Тăхтавсенче те ахаль ларнине кураймăн ăна. Каллех тĕрлеме пуçăнать. Халĕ вăл телефон валли чехол тĕрлет. Яланхиллех тăрăшса. Çапла, нимĕн те калаймăн, унăн аллинче кирек епле ĕç те выляса тăрать. Питĕ ĕçченскер вăл. Тирпейлĕ те. Паллă, çу кунĕсенче те ахаль лармĕ вăл. Аслисене пулăшма та, алла йĕппе çип тытма та вăхăтне тупатех, - тет класс ертÿçи Надежда Евлогиевна Антонова ăшшăн пуплесе.

...Канмалли кун Галя ирех вăранчĕ те урамалла тухакан чÿрече патне пырса тăчĕ. Акă карта çумĕпе кăвакал чĕпписене ертсе çырманалла васкарĕ. Хĕрача вĕсем çине пĕтĕм кăмăлтан пăхрĕ.

- Чим, çак кунсенче сарă çип туянмалла манăн. Вара симĕс курăк çинче чупакан çак сарă чĕпсене тĕрлеме пуçăнăп, - тесе чĕпсем куçран курăнми пуличченех пăхса тăчĕ.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.