Тепре тĕл пуличчен!

29 Юпа, 2014

Калмăк Республикин Б.Басангов ячĕллĕ Наци драма театрĕн Чăваш Енри гастролĕсем вĕçленчĕç. Хĕвеллĕ калмăк çĕрĕн артисчĕсем пилĕк кун хушши Шупашкарта, Çĕнĕ Шупашкарта, Канашра тата Çĕмĕрлере хăйсен чи лайăх ĕçĕсене - «Сказка Белого Месяца», «Араш», «Сердце матери» спектакльсене - кăтартрĕç.

«Сказка Белого Месяца» юмахри ĕçсем Çуркуннен пĕрремĕш кунĕнче, халăхăн çулленхи Цаган Сар /шурă уйăх/ уявĕнче - пулса иртеççĕ. Тĕп сăнар - юратнă ĕнине шырама тухнă арçын ача. Шырав уншăн чăн-чăн тĕлĕнтермĕш пулса тăрать: çул çинче вăл юмахри сăнарсене тĕл пулать, Цаган Сар уявĕнче халăх юрри-ташшипе киленет, ярмăркка ăмăртăвĕсене курса тĕлĕнет.

Çак ĕç-хĕле куракансем те хутшăнаççĕ. Вĕсем калмăкла шутлама вĕренеççĕ, чĕр чунсемпе кайăксен чăвашла тата калмăкла ячĕсене танлаштараççĕ. Çакăн евĕр хушма ĕç-хĕле Борис Манджиев режиссер спектакле ятарласа кĕртнĕ. «Питĕ кăткăс япала вăл, çав вăхăтрах хăйне тÿрре кăлараканскер. Ачасен ют чĕлхене те илтмелле, унăн кĕвĕлĕхне, илемне туйса илмелле, ăна тăван чĕлхепе танлаштармалла. Аслисем валли лартнă спектакльсенче юрату, кĕлĕ сăмахĕсем наци чĕлхипе янăраççĕ. Вĕсене кирек хăш халăх çынни те аван ăнланать. Çапла майпа спектакль хăйне евĕрлĕхпе пуянланать», - палăртать Борис Наминович.

Алексей Балакаев пьесипе лартнă «Экин зуркн» /«Сердце матери»/ спектакль те чăваш кураканне килĕшрĕ. Юмах-халапра вăй илнĕ ĕç-хĕл паян кун та пĕлтерĕшне çухатман. Кăсăклă сценографи, актерсен ăсталăхĕ куракана аваллăха çавăрса кĕрет, сăнарсен савăнăçĕпе инкекне чĕре патне илсе пырать.

Калмăк Республикин артисчĕсем Çамрăксен театрĕн сцени çинче пултарулăхĕпе паллаштарни икĕ халăхшăн та пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăм. Туслă çыхăну малашне те çирĕпленсе пырассине палăртрĕç театрсен ертÿçисем. ЧР культура министрĕн пĕрремĕш çумĕ Альбина Алексеева Калмăк театрĕн тĕп директорне тата артисчĕсене Культура министерствин Тав хучĕсемпе чысларĕ. Çамрăксен театрĕн директорĕ Елена Николаева тăванла республикăн сцена ăстисене каçхи Шупашкара сăнланă картина парнелерĕ, малашнехи ĕçре ăнăçу сунчĕ. Çавăн пекех вăл чăваш тата калмăк театрĕсем пĕр-пĕрин патĕнче гастрольсене ирттерни икĕ еншĕн те усăллă, тухăçлă пулнине çирĕплетрĕ.

И.СЕРГЕЕВА

Автор: 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.