Тĕплĕ шухăшламалла

Эпĕ 1937 çулта çуралнă. 1998 çулта ялти культура çуртĕнче директорта ĕçлесе пенсие тухрăм. Пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ – 45 çул. Мана вĕрентÿ, медицина ĕçченĕсем пекех кашни уйăхра коммуналлă пулăшушăн тÿлесе тăчĕç.

2009 çулта виççĕмĕш ушкăнри инвалид пулнине çирĕплетрĕç. Çакăн хыççăн коммуналлă пулăшушăн паракан тÿлеве пĕтерчĕç те уйăхсерен 736 тенкĕ тÿлеме пуçларĕç.

2016 çулхи нарăс уйăхĕнче ку суммăна та пăрахăçларĕç, нормативпа тÿлеме тытăнчĕç.

Палăртмалла, 2015 çулхи раштав уйăхĕнче «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» хисеплĕ ята тивĕçрĕм. Вăрмарти халăха социаллă хÿтлĕх паракан уйрăм ĕçченĕсем: «Сана ку ят мĕн тума кирлĕ, пурпĕрех иккĕлле тÿлемеççĕ. Инвалидлăхшăн укçа илсе тăратăн вĕт», – тесе кăларса ячĕç.

Инвалид пулнăшăн эпĕ «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ятшăн паракан укçана илме тивĕçлĕ мар-ши? Унсăр пуçне çакна та пĕлес килет: нормăпа тивекен компенсаци укçине «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ячĕпе параканнипе улăштарма пултаратăп-и?

Николай АФАНАСЬЕВ.

Вăрмар районĕ,

Хуруй ялĕ.

Николай Афанасьевич, пурнăç пĕр вырăнта тăмасть, çавăнпа саккунсем те улшăнаççĕ, ытларах чухне – çĕршыв экономикинчи лару-тăрăва кура. Пĕрремĕш ыйтăва хуравлас пулсан, федерацин «Ветерансем çинчен» тата Раççей Федерацийĕнче инвалидсене социаллă хÿтлĕх парасси çинчен» саккунĕсемпе килĕшÿллĕн çын пĕр вăхăтрах икĕ право акчĕпе те социаллă çăмăллăха тивĕçнĕ чух вĕсенчен пĕринпе кăна усă курма пултарать. Анчах эсир хăвăршăн меллĕреххине – çăмăллăх ытларах параканнине – суйласа илме пултаратăр. Малалла вулас...

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.