Тĕп вырăнта - хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси

Ĕнер Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев патшалăхăн чрезвычайлă лару-тăрăва асăрхаттаракан тата унăн сиенне пĕтерекен пĕрлехи тытăмăн Чăваш Республикинчи территорири çум тытăмĕн 2013 çулхи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетес енĕпе йĕркеленĕ вĕренÿпе методика ларăвне хутшăнчĕ.

Малтанах Михаил Васильевич Шупашкар гарнизонĕн техникипе тата ЧР Министрсен Кабинечĕн управленин куçса çÿрекен пункчĕпе паллашрĕ. Аса илтеретпĕр: кăçал пирĕн республикăна аварипе çăлав службисем валли ĕçре усă курмашкăн управленин куçса çÿрекен хальхи йышши пунктне /ППУ/ илсе килнĕ. Вăл подразделенисене чрезвычайлă лару-тăру пулнă вырăнтах васкавлă йышăну тума, республикăн кирек хăш кĕтесĕнче те видеоçыхăну йĕркелеме май парать, синкер сиенĕсене пĕтерес ĕçе çăмăллатать. Михаил Игнатьев ППУна, çĕнĕ йышши автоцистернăсене, гидравлика аварипе çăлав хатĕрĕсемпе пуянлатнă автомобильсене, гидроциклсене тата ытти техникăна пăхса çаврăнчĕ, вĕсемпе ĕçлекен çынсемпе калаçрĕ. Унтан республика Пуçлăхĕ ЧР Правительствин çуртĕнче йĕркеленĕ кураври япаласене - унта пушарнăйсен, водолазсен, çăлавçăсен хатĕрĕсемпе тумтирĕ те пурччĕ - кăсăкланса сăнарĕ.

- Тĕрлĕ шайри влаç органĕсемшĕн халăха хăрушсăрлăхпа тивĕçтерессин ыйтăвĕсем приоритетлă шутланаççĕ, патшалăх политики те çакăнпах çыхăннă, - терĕ Михаил Игнатьев ларăва уçнă май. Вăл аварипе çăлав службисен пурлăхпа техника никĕсне çулсеренех пуянлатса пынине, çавна май чылай инкеке вăхăтра сирме май килнине палăртрĕ. 2010 çулта вăрман пушарĕсем алхаснине, кăçал республикăра чрезвычайлă лару-тăру темиçе хут пулнине, йывăр çак тапхăрсенче влаç органĕсем тата яваплă ытти служба хăйсен тивĕçне тăрăшса пурнăçланине, çавна май сиен калăпăшĕ пысăках пулманнине каларĕ. Раççей Федерацийĕнче чрезвычайлă лару-тăрăва асăрхаттаракан тата çут çанталăк сиенĕсене пĕтерекен хальхи йышши тытăм 20 çул ытла ăнăçлă ĕçленине пĕлтерчĕ.

- Çăлав службин тĕп пуянлăхĕ - унта ĕçлекен çынсем. Вĕсем - чăн-чăн профессионалсем. Çын сывлăхĕпе пурнăçне çăлса хăварасси, инкеке сирсе ярасси тата сиен витĕмне чакарасси вĕсен ăсталăхĕнчен нумай килет. Эпĕ сире Çăлавçă кунĕ ячĕпе саламлатăп, хăвăр тивĕçе чунпа парăннăшăн, чăтăмлăхăршăн тав тăватăп. Яваплă та кăткăс ĕçĕрте ăнăçу сунатăп, - терĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ.

Унтан вăл чи лайăх сотрудниксене Чăваш Республикин патшалăх наградисемпе чысларĕ. Республика территорийĕнчи чрезвычайлă лару-тăрăва сирес тата унăн сиенĕсене пĕтерес тытăмри тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн пуçлăхĕ Станислав Антонов «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден медальне илме тивĕçнĕ.

Чыслав хыççăн С.Антонов РСЧС çум тытăмĕн кăçалхи ĕçĕ-хĕлĕ пирки каласа кăтартрĕ, 2014 çул тĕллевĕсемпе паллаштарчĕ. Кăçал пирĕн республикăра 8 синкер пулнă, вĕсенчен 2-шĕ - техногенлă, 6-шĕ - çут çанталăк синкерĕ. Юлашкинчен асăннисем этем айăпĕпе çыхăнман: ейÿ вăхăтĕнче Улатăр хулинчи çуртсем патне шыв çитни, çанталăк шăрăх тăнăран ЧР Правительствин комиссийĕ малтан республикăн кăнтăр районĕсенче, унтан вара Чăваш Енре чрезвычайлă лару-тăру тесе пĕлтерни. Кăçал раштав уйăхĕн 25-мĕшĕ тĕлне 1011 пушар тухнă /пĕлтĕр - 1053/. Çын вилесси те кăштах чакнă: кăçал - 91, пĕлтĕр 96 пулнă. 97-ĕн суранланнă /117/. «Хĕрлĕ автан» ытларах пурăнмалли секторта алхаснă - 77%, унта вилнисен йышĕ те пысăк - 93%. Пушар тухасси Патăрьел, Куславкка, Красноармейски тата ытти районта ÿснĕ.

ЧР строительство министрĕ Олег Марков министерство никĕсĕ çинче йĕркеленĕ аварипе çăлав службисен ĕçĕ-хĕлĕ, Чăваш Ен ГКЧС председателĕ Вениамин Петров Чăваш Ен служби 20 çул тултарни пирки доклад турĕç.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.