Тĕнче кубокĕ хăçан иртесси паллă

21 Ака, 2014

Сенегал тĕп хулинче - Дакарта - çăмăл атлетика федерацийĕсен Пĕтĕм тĕнчери канашĕн ларăвĕ иртнĕ. Унта РФ çăмăл атлетика федерацийĕн президенчĕ Валентин Балахничев хутшăннă.

Ларура тĕрлĕ ыйту пăхса тухнă. Çăмăл атлетика федерацийĕсен Пĕтĕм тĕнчери канашĕн ертÿçи Ламин Диак савăнăçлă хыпар пĕлтернĕ: 2016 çулта Хусанта юниорсен çăмăл атлетика енĕпе тĕнче чемпионачĕ ирттерме йышăннă. Спортсменсем Пĕтĕм тĕнче Универсиади валли хатĕрленĕ спорт обьекчĕсенче ăмăртĕç.

Ларура 2016 çулта Шупашкарта хăвăрт утакансен хушшинче иртекен Тĕнче кубокĕн кунне палăртнă. Ăмăрту çу уйăхĕн 7-8-мĕшĕсенче кÿлмек хĕрринче иртмелле. Икĕ кунра спортсменсем медальсен 5 комплекчĕшĕн тупăшĕç. Юниорсем - 10, хĕрарăмсем - 20, арçынсем 50 километрлă дистанцисенче вăй виçĕç. Аса илтеретпĕр: 2016 тата 2018 çулсенче Чăваш Енре хăвăрт утакансен Тĕнче кубокĕсене йĕркелеме ирĕк панă.

Рубрика: