Тĕнче чемпионĕ чылай çĕршыва çитсе курнă
"Хăвăрт чупать, çивĕч ăс-тăнлă, топографие лайăх пĕлет", - теççĕ ун пирки. Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-70-мĕш çулĕсенче агрегат завочĕ республикăри чи вăйлă ориентировщиксемпе палăрса тăратчĕ. Анчах та чылайăшĕ Лапсарти чăх-чĕп фабрикине куçса кайнипе спортсменсен йышĕ сахалланса юлчĕ. Каярах спорт секцине заводра вăй хуракан Николай Павлов тепĕр хут чĕртсе тăратрĕ.
Николай Иванович компаспа карттăна тытса чупассипе кăсăкланма иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче Шупашкарти агрегат заводĕнче ĕçлеме пуçласан тытăннă. Çав тапхăрта унта пултаруллă ориентировщик Леонид Никифоров ĕçленĕ. Вăл вĕрентнипех çамрăк спортсменсем пĕрремĕш утăмĕсене тунă, йышра Николай Иванович та пулнă. Спорт ориентировки спортăн чи йывăр тĕсĕсенчен пĕри пулни те шиклентермен ăна. Ара, хăвăрт чупас ăсталăхсăр пуçне спортсменăн топографие лайăх пĕлмелле тата çивĕч ăс-тăнлă пулмалла-çке.
Çак кунсенче сумлă юбилейне палăртнă ветеран 30 çул хушшинче пысăк çитĕнÿсем турĕ, вăл ертсе пыракан команда вун-вун ăмăртура палăрчĕ. 1984 çулта Николай Иванович республика чемпионĕн ятне пĕрремĕш хут тивĕçрĕ. Çав тапхăртанпа мĕнле çĕршыва çитсе курмарĕ, мĕнле ăмăртăва хутшăнмарĕ пулĕ. 1989 çулта Литвара иртнĕ СССР чемпионатĕнче спорт мастерĕн нормативне тултарнă ориентировщик иртнĕ вăхăта çапла аса илет: "Тÿрех малти рете тăма йывăртарахчĕ, малтан опыт та сахалрахчĕ. 1995 çулта Санкт-Петербургра иртнĕ çĕршыв кубокĕнче 11-мĕш вырăн йышăнтăм, тĕнче чемпионатĕнче /Литва, 2001/ çирĕм пĕрремĕш пултăм. Виççĕмĕш пысăк старт 2004 çулта Италире иртрĕ. Ăмăртăвăн пĕрремĕш кунĕнче эпĕ лайăх чупрăм, суйлав турнирĕнче йĕплĕ пралука çакланнипе кăтарту япăхрахчĕ. Çапах та икĕ кун пĕтĕмлетĕвĕпе финала тухрăм. Телее, унта мана ăнчĕ: Норвеги спортсменĕсене кая хăварса дистанцие пĕрремĕш вĕçлеме пултартăм, 50 çулсенчи ветерансен йышĕнче чемпион ятне тивĕçрĕм".
2011 çул та Николай Павловшăн чи телейлĕ çулталăк пулчĕ: Венгрире иртнĕ тĕнче чемпионатĕнче вăл каллех пьедесталăн пĕрремĕш картлашки çине хăпарчĕ. Анчах ку ăмăртура çăмăлах пулмарĕ ăна: спортсменсен икĕ енлĕ турнирта вăй виçме тивнĕ. Пĕрремĕш старт - кĕске дистанци, тепри сăрт-туллă вăрманта иртнĕ. Унта вăл иккĕмĕш дистанцире уйрăмах палăрчĕ: финалта пирĕн ентеш тĕнчери чи паллă ориентировщиксемпе тупăшса "ылтăн" çĕнсе илчĕ. Çак çитĕнÿпех çырлахман спортсмен: 2012 çулхи чемпионатран та /ăмăрту Германире иртнĕ/ тăван тăрăха икĕ парнепе - ылтăн тата кĕмĕл медальсемпе - таврăннă.
Николай Павлов халĕ те тĕрлĕ ăмăртăва хутшăнать. Тĕслĕхрен, кăçăлхи çулла вăл Швецире иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери чи массăллă "О-Ринген" ăмăртура вăй виçсе Чăваш Енĕн пĕрлештернĕ командинчи спортсменсенчен чи лайăх кăтартупа палăрчĕ: 60 çулсенчи арçынсен ушкăнĕнче 15-мĕш вырăн йышăнчĕ.
Кунсăр пуçне пирĕн ентеш хамăр республикăри спорт ориентировкине аталантармашкăн чылай ĕç тăвать: ăмăртусем валли карттăсем хатĕрлет, турнирсем ирттерет, çамрăксене вĕрентет. Сăмах май, унăн пиччĕшĕн ывăлĕ Олег Павлов та спортпа туслă. Чăваш Ен чемпионатĕнче пĕрре мар çĕнтернĕ, 2013 çулта Атăлçи округĕнче виççĕмĕш призер пулнă. Тетĕшĕ пекех заводра ĕçлекенскер кăçал ЧР Пуçлăхĕн стипендине тивĕçнĕ. Николай Ивановичăн мăшăрĕ Елизавета Михайлова та - ориентировка ăсти.
Валерий ГАВРИЛОВ,
спорт ветеранĕ
Комментари хушас