ТЕМПЕРАТУРА ПĔЧĔК

25 Кăрлач, 2017

Питĕ пĕчĕк тесе ÿт-пÿ температури 35,5 градуспа танлашсан е 35,5 градусран та пĕчĕкрех пулсан калаççĕ. Сăлтавĕ вара сахал мар.

1. Çыннăн вăрах чир пулсан пĕчĕк температура вăл вĕрĕлнине асăрхаттарать. Тăхтаса тăмалла мар — медицина пулăшăвĕ кирлĕ.

2. Щит евĕрлĕ пар ĕçĕ вăйсăрлансан /гипотиреоз/ та температура чакать.

3. Пÿре çи парĕн чирĕсем вĕрĕлсен те ÿт-пÿ температури чакать. Çак лару-тăру аталанасран, уйрăмах çуллахи шăрăхра, шĕвек ытларах ĕçсе хÿтĕленме пулать. Çăвĕпех дыньăпа арпус çисен организма тасатма кăна мар, сыватма та май пур.

4. Эмеле нумай тата тĕлли-паллисĕр ĕçни те сиенлĕ, çакна пула та ÿт-пÿ температури чакма пултарать.

5. Шăнса пăсăлни, грипп, ывăнчăклăх аптратсан та час-часах температура чакма пултарать. Ку ларса ĕçлекен çынсене уйрăмах пырса тивет. Вĕсен тăтăшрах тăрса хусканусем тумалла, çурăм, ура, мăй, алă валли ансат хăнăхтарусем туни усăллă. Пĕр чашăк чей, кофе шăккалатпа ĕçме вăхăт тупмалла.

6. Ача кĕтекен хĕрарăмăн та ÿт-пÿ температури чакни тĕл пулать. Ăна температура пĕчĕкки кăна мар, пуç ыратни, ăш пăтранни, аппетит чакни аптратма пултараççĕ. Ку чир пулмасан та тухтăрпа канашласа температурăна йĕркене кĕртсен лайăх.

Çав вăхăтрах хăшĕ-пĕриншĕн 35 градус температура йĕркеллĕ шутланать.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.