Темĕн те тÿснĕ, çапах шăпине ÿпкелемен

17 Пуш, 2015

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ, Тăван çĕршыв вăрçин I тата II степеньлĕ орденĕсен, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕн кавалерĕ Севастиан Михайлович Архипов пурнăçĕнче хура-шурне пайтах курнă, темĕн те тÿссе-чăтса ирттернĕ, çапах чунĕ чурăсланман унăн, ыррине шанма пăрахман. Çĕмĕрле районĕнчи Юманайри шкулта çур ĕмĕр ытла ĕçленĕскер, çав шутран 20 çул - директорта, тăван тăрăхра вĕрентĕве аталантарассишĕн нумай тăрăшнă.

"Лаша пуласси - тихаран, çын пуласси ачаран паллă", - тесе ахальтен каламан. Севастиан Архипов, 1921 çулхи январĕн 8-мĕшĕнче Элĕк районĕнчи Тури Вылă ялĕнче нумай ачаллă хресчен çемйинче çуралнăскер, пĕчĕкренех пĕлÿ тĕнчи еннелле туртăннă: "Ачалăхăм выçлăх çулĕсемпе пĕр килнĕрен аслисемпе пĕртан питĕ нумай ĕçлеме тиветчĕ. Çав хушăрах манăн вĕренес, кĕнеке вулас килетчĕ. Кашни каçах ликбез çуртне чупаттăм, хутла пĕлмен хресченсене вулама-çырма вĕрентеттĕм". Севастиан Михайловичăн çак асаилĕвĕсем халĕ унăн ачисемпе мăнукĕсенче упранаççĕ. Шел, ун çинчен иртнĕ вăхăтпа çырма тивет - пултаруллă педагог иртнĕ çул вĕçĕнче - декабрĕн 18-мĕшĕнче - çут тĕнчерен яланлăхах уйрăлса кайрĕ.

1932 çулта Тури Вылă ялне чăваш поэчĕ Николай Шупуççынни коллективизаци ыйтăвĕсемпе калаçма килнĕ. 4-мĕш класра вĕренекен пултаруллă ачана тÿрех асăрханă вăл, "Канаш" хаçатри статьяна вулама ыйтнă. "Лайăх вулатăн. Ыттисене вĕрентес тетĕн пулсан пĕлĕвне малалла ÿстерме тивет", - тенĕ сăвăç. Шăп çавăн чухне Севастианăн учитель пулас ĕмĕчĕ çуралнă. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.