Теллинсем - паллă та мухтавлă йăх
Аслă тата Кĕçĕн Пăла шывĕсен хутлăхĕнчи чылай яла 300-400 çул каялла республикăн çурçĕр-хĕвел тухăç тăрăхĕсенчен, тĕрĕсрех, паянхи Вăрмар тата Куславкка районĕсенчен, çавăн пекех Хусан кĕпĕрнин авалхи Сĕве уесĕнчи саласенчен куçса килнĕ чăвашсем никĕсленĕ. Архивсенчи документсем çирĕплетнĕ тăрăх - Елчĕк районĕнчи Кавал /вырăсла Избахтино/ çыннисем 1662-1665 çулсенче Вăрмар районĕнчи Кавал салинчен куçса килнĕ.
Аслă Пăлан сулахай çыранĕ хĕрринче вырнаçнă шĕкĕр ялта паян 200 хуçалăха яхăн, вĕсенче 500 ытла çын пурăнать. Чи паллă та сумлă йăх кунта - Теллинсем. Виçĕм çул тăван ялĕ пуçланса кайнăранпа 350 çул çитнĕ ятпа ирттернĕ савăнăçлă уявра Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан тавра пĕлÿçĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ строителĕ Г.К.Теллин хăйсен йăх кун-çулне тĕпчесе кĕнеке çырасси çинчен пĕлтернĕ. Нумаях пулмасть Шупашкарти "Çĕнĕ вăхăт" издательствăра Теллинсен йăхĕпе паллаштаракан "Память сильнее времени" кĕнеке-альбом кун çути курчĕ.
Геннадий Кириллович палăртнă тăрăх - мăн-мăн аслашшĕ Телли кунта Вăрмар тăрăхĕнчи Иштрек, Катри, Мишке, Шалман тата тĕне кĕмен ытти юлташĕпе пĕрле 1662 çулта куçса килнĕ. Телли Иван ывăлĕн виçĕ ача çитĕннĕ: Григорий, Емельян тата Анастасия. Вĕсем пурте XVIII ĕмĕрте пурăннă. Çав вăхăтран пуçласа паянхи кунччен Аслă Пăла хĕрринчи Кавалти Теллинсен йăхĕнчен 300 çын ытла тухнă. Геннадий Кириллович тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăн архивсенчи документсемпе усă курса тата 4-5 сыпăкри çĕр-çĕр тăванĕпе тĕл пулса вышкайсăр пуян материал пухнă. Вăл кĕнеке хатĕрленĕ чухне 1888-1972 çулсенче пурăннă, икĕ вăрçа хутшăннă Ефим Григорьевич Теллинăн еткерлĕхĕпе усă курнă. Авторăн аслашшĕ, унăн савнă мăшăрĕ Пелагия Гавриловна /Геннадин асламăшĕ/ сакăр ача çуратса ÿстернĕ: Кирилл, Сергей, Герман, Елена, Евгения, Гурий, Семен тата Александра. Паян Кавалта вĕсенчен чи кĕçĕнни Александра Ефимовна хăйĕн вăталăх ывăлĕн Г.И.Федоровăн /вăл - вырăнти "Комбайн" ЯХПК председателĕ, РФ ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ/ çемйипе пурăнать.
Кам кăна, мухтавлă мĕнле çын кăна тухман пуль Теллинсен йăхĕнчен. Геннадий Кирилловичăн мăн аслашшĕ Григорий Емельянович акă 1877-1978 çулсенче Болгарие турккăсенчен ирĕке кăларассишĕн пынă çапăçусенче палăрнă. Унăн икĕ ывăлĕ Ефимпа Михаил пĕрремĕш тĕнче вăрçине хутшăннă. Гренадерсен полкĕнче хĕсметре тăнă М.Г.Теллин 1915 çулта Георгий хĕресне тивĕçнĕ. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче Теллинсен йăхĕнчи сакăр арçын фашистсене хирĕç хăюллăн çапăçнă.
Пирĕн саманара Елчĕк районĕнчи паллă йăхран çĕр-шывăн пысăк наградисене тата республикăн хисеплĕ ячĕсене тивĕçнĕ вун-вун педагог, врач, строитель, çар паттăрĕ, ял хуçалăхĕнче ĕçлесе чапа тухнă çын тухнă. Вĕсемпе пуринпе те илемлĕ те пуян çак кĕнеке-альбомра паллашма пулать.
Петр СИДОРОВ
Комментари хушас