Тĕллевсем сулмаклă - Мускавра Константин Иванов палăкне лартасси таранах...

13 Кăрлач, 2015

Раççейре тахçантанпа кĕтнĕ Литература çулталăкĕ пуçланчĕ. Чăвашсене ĕмĕр хыççăн ĕмĕр малашлăха урă куçпа пăхма хистекен вилĕмсĕр "Нарспи" поэма авторĕ çуралнăранпа кăçалхи çу уйăхĕн 27-мĕшĕнче 125 çул çитнĕ май Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Указĕпе килĕшÿллĕн 2015 çула Константин Иванов çулталăкĕ теме йышăннă. Ăна тивĕçлипе ирттерме ятарлă йĕркелÿ комитечĕ çирĕплетнĕ. Комитетăн пĕрремĕш ларăвĕ Çĕнĕ çула кĕрес умĕн, пĕлтĕрхи декабрĕн 29-мĕшĕнче, Информаци политикин министерствин Лару-тăру центрĕнче иртнĕ. Ларăва Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн председателĕн заместителĕ - Чăваш Республикин информаци политикипе массăллă коммуникаци хатĕрĕсен министрĕ Александр Иванов ертсе пынă.

Чи малтанах йĕркелÿ комитечĕ К.В.Иванов çулталăкне ирттерме хатĕрленĕ Ĕç планне пăхса тухса пĕр саслăн çирĕплетнĕ, Чăваш Республикинче иртмелли тĕп мероприятисен йĕркине те сÿтсе явнă. Культура министрĕ Вадим Ефимов Константин Иванов пурнăçĕпе пултарулăхĕ, унăн литература тата живопиç еткерĕ тăван халăхăмăрăн культура аталанĕвĕнче мĕн тери пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă. Чăваш кĕнеке издательствин директорĕ Валерий Комиссаров библиотека фончĕсене чăвашла тухса тăракан кăларăмсемпе çĕнетес ыйту çивĕчлĕхĕ халĕ те чакманнине аса илтерсен Александр Иванов ку лару-тăрăва йĕркене кĕртес тĕллевпе ятарлă ĕç ушкăнĕ çирĕплетме сĕннĕ.

Чăваш патшалăх академи драма театрĕн спектакльсем лартма палăртнă планне çĕнетсе улшăнусем кĕртес, Чăваш наци радиовĕнче спектакльсене çыртарас тата архив материалĕсемпе тухăçлă усă куртарас сĕнÿсене те пăхса тухнă. Чăваш халăх поэчĕн Валери Туркайăн çĕнĕ шухăшне - Мускавра Константин Иванов палăкне лартассине те - йĕркелÿ комитечĕ çитес вăхăтра тĕплĕн сÿтсе явма палăртнă.

Р.ПРОКОПЬЕВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.