Тĕллев — лайăхрах пуласси
Улатăрта Пĕтĕм Раççейри çамрăксен "Горлица" ăс-тăнпа кăмăл-сипет тата çарпа патриотизм вăййи иртет. Унта Чăваш Енĕн, Чулхула тата Волгоград облаçĕсен тĕрлĕ кĕтесĕнчен килнĕ вуншар каччăпа хĕр хутшăнать.
Çак вăйă-вĕренĕве Вырăс православи чиркĕвĕн представителĕсем йĕркеленĕ. Унта хутшăнакансем "Чи йывăр çĕнтерÿ — хăвна хăв çĕнтерни" девиза ахальтен суйласа илмен: вĕсем пĕр эрне палаткăсенче пурăнаççĕ, çар службин вăрттăнлăхĕсемпе паллашаççĕ, тĕрлĕ чăрмава парăнтарма, хăйсен утăмĕсемшĕн явап тытма вĕренеççĕ, "пултараймастăп" тенине çĕнтерсе мĕн хушнине таса кăмăлтан пурнăçлама хăнăхаççĕ. Çакă йăлтах ачасемшĕн те, çитĕннисемшĕн те чăн-чăн шкул пулса тăрать. Ÿсĕме пăхмасăр пурин умĕнче те тăракан тĕп тĕллев — малтанхинчен лайăхрах пуласси.
Лагерьте пурнăç вĕресе тăрать. Кашни кун кăсăклă пулăмсемпе, тĕлпулусемпе, çĕнĕ паллашусемпе асра юлать. Тăван çĕршывăн пулас хÿтĕлевçисем патне çак кунсенче Раççей МЧСĕн тата Пĕтĕм Раççейри ирĕклĕ пушар обществин /ВДПО\ сотрудникĕсем килнĕ. Вĕсем çул çитменнисем валли пушар хăрушсăрлăхĕ енĕпе викторина ирттернĕ. Çамрăксем икĕ çара — "стрелоксен 141-мĕш дивизийĕ" тата "гварди 3-мĕш" — пайланса ыйтусене хуравланă. Теорие "мотострелоксем" лайăхрах пĕлни палăрнă. Пушар-çăлав спорчĕн ăмăртăвĕсем кăсăклă иртнĕ: вăййа хутшăнакансем пушарнăйсен хÿтĕлев костюмĕсене пĕр-пĕринпе ăмăртса тăхăннă тата порошоклă огнетушительпе усă курса çатмари çулăма сÿнтернĕ. Салтаксен йышне кĕме ĕмĕтленекенсем тепĕр кунхине Улатăрти 17-мĕш пушар-çăлав чаçĕнче экскурсире пулнă, ятарлă техника куравĕпе паллашнă. Чрезвычайлă ведомство специалисчĕсем ачасене гидравлика оборудованийĕпе мĕн тума май пуррине, унпа хăйсем синкер сиенне пĕтернĕ чухне усă курни çинчен каласа кăтартнă. Ачасем вут-çулăмпа кĕрешекенсен хÿтĕлев экипировкине кăсăкланса пăхнă.
"Çакнашкал экскурсисем питех те кирлĕ. Вĕсем ачасемшĕн пĕлтерĕшлĕ урок пулаççĕ. Пушарнăйсене çакăншăн пысăк тав сăмахĕ калас килет", — тенĕ Волгоградри çар священникĕ Сергий Попов. Сăмах май, "Горлица" вăйă-вĕренĕве Волгоградри чиркÿ педагогикипе катехизаци училищин никĕсĕ çинче Сергий Попов тата ытти педагог 16 çул хатĕрленĕ. Çак вăйă-вĕренĕве хутшăнакансене православи йăли-йĕркипе тата кăмăл-сипетпе ăс-тăн пуянлăхĕсемпе те паллаштараççĕ. Улатăпа /горлица/ — вăрман кăвакарчăнĕ, унăн вăрăм чĕрне те, вичкĕн шăл та çук, çавăнпа ăна Турă упрать теççĕ. Çак вăйă Улатăрта та çирĕпленнĕ, ăна кунта 6-мĕш хут йĕркелеççĕ. Вĕренĕве Максим Вишневский иерей, Улатăр епархийĕн çамрăксемпе ĕçлекен пайĕн председателĕ, ертсе пырать.
Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА
Комментари хушас