ТЕЛЕЙЛĔ ПУРНĂÇ ВĂРТТĂНЛĂХĔСЕМ

1 Ака, 2015

Телей пуç тăррине хăй тĕллĕн йăтăнса анасса кĕтсе ан ларăр, ăна çывхартма кашни минутра тăрăшăр. Психологсем çапла сĕнеççĕ тата телейлĕ пурăнма пулăшакан темиçе йĕркепе паллаштараççĕ.

1. Ыттисем ырласса ан кĕтĕр. Сирĕн пирки кам мĕн шухăшлани пачах канăçсăрлантармалла мар. Шухăшлăр-ха, сирĕн ĕç-хĕле, кашни утăма мĕнле хаклĕç-ши тесе ялан ыттисем çине çаврăнса пăхма, пăлханма пăрахсан пурнăçăр мĕн тери çăмăлланĕ. Эсир вĕсем тĕрĕссипе мĕн шухăшанине çав-çавах пĕлейместĕр. Апла-тăк тăрăшма кирлех-ши? Ырă канашсене итлĕр, анчах хăвăр мĕнле пурăнассине ыттисене татса пама ирĕк ан парăр.

2. Сире хытă тарăхтаракан çынсемпе килĕшÿ тупма, шалти вĕчĕрхенÿпе кÿренÿлĕхе çĕнтерме вĕренĕр. Кÿренĕве малалла аталанма ан парăр. Ку лайăххи патне илсе пымасть. Тарăхупа кÿренÿ çак туйăмсене вăратнă çынна мар, хăвăрах сиен кÿреççĕ.

3. Юратма яланах йывăр. Идеаллă арăм та, упăшка та çук. Кашни çыннăн хăйĕн лайăх мăшăр сăнарĕ пур. Анчах пурнăç çакна пăхса тăмасть çав, тепĕр чухне çынсенчен кулать тейĕн. Телейлĕ пулма пĕтĕм чунран юратмалла, çывăх çынпа юнашар хăвна çăмăл та хăтлă туймалла. Унăн та сире пурнăçра мĕнле - çавăн пек йышăнмалла.

4. Малтанхисем çинчен шухăшласан... Эсир савнипе е мăшăрпа уйрăлнă. Кирек мĕнле пулсан та сăлтавсăрах мар ĕнтĕ. Çывăх çынна аса илнĕ май ун çинчен мар, çак çынпа пĕрле чухне сире пурнăç мĕн вĕрентни, хутшăнусенче мĕн лайăххи пулни çинчен шухăшлăр. Тата унсăр тĕнче пĕтсе килнĕн туйса кулянни те вырăнсăр - вăл сирĕн пата çавах таврăнмĕ. Пурнăç малаллах пырать...

5. Ăнăçу сирĕн еннелле те çаврăнĕ. Вăл сирĕн алăкран хăй тĕллĕн пырса шаккасса ан кĕтĕр. Паллах, ку кирек хăш самантра та пулма пултарать-ха. Паянхи пурнăçа хаклăр, хăвăрăн мĕн пурришĕн пархатарлă пулăр. Ним те тумасăр ларсан ăнăçу нихçан та килмĕ.

6. Ыран паянах килет. Паян тума май пуррине нихăçан та ырана ан хăварăр. Мĕнле те пулин ĕçе ялан тепĕр куна хăварса пыратăр пулсан, тен, ăна тытăнмалла та мар? Тен, сире вăл пачах кирлĕ мар? Кирлĕ-тĕк ăна паянах пурнăçлăр.

7. Япăх пулăмсем. Пуçри шухăшсем, сăмахсем пĕр-пĕр пулăм е ĕç пулса каялла таврăнаççĕ. Çавăнпа хăвăра яланах çапла калăр: "Пĕтĕмпех лайăх пулать". Çакна ĕненекен çыншăн пурнăçлама пултарайман ĕç çук.

8. Никама та ан тиркĕр. Çынсем ыттисене кăшласа, тиркесе вăхăт питĕ нумай çухатаççĕ. Анчах эсир вĕсен вырăнĕнче пулса курман-çке. Кашнин - хăйĕн пурнăçĕ, хăйĕн лару-тăрăвĕ. Çавăнпа сÿпĕлтетме пăрахăр.

9. Кĕвĕçÿлĕх, ăмсанулăх. Телей - мĕн пуррипе çырлахма пĕлнинче. Тепрехинче кĕвĕçÿлĕх туйăмĕ çавăрса илсен çав çын вырăнĕнче пулас килĕ-ши? Шухăшласа пăхăр-ха. Пулас килмĕ пек туйăнать. Эсир кĕвĕçекен çын мĕн çинчен шухăшланине чухлама та пултараймастăр. Тен, хĕвеллĕ кун вăрманта уçăлса çÿренĕ чухне эсир хăвăра Мальдивăра хăйăр çинче хĕртĕнсе выртакан çынран та телейлĕрех туятăр. Сире халь лайăх пулсан - пĕтĕмпех тĕрĕс, çук-тăк лайăх пулмалла тăвăр.

10. Чунра пушă... Çапла пулсан çак пушша никам та тултараймĕ. Эсир телейсĕр пулсан сире никам та телейлĕ тăваймĕ. Хăвăрăн телее кампа та пулин пайлама малтан çак телее тупас пулать.

11. Иртнĕ пурнăçри йăнăшсем. Иртсе кайнă самантсемпе пурăнни - хăвăрăн паянлăха тĕп туни. Йăнăшсем пулнă-и? Мĕнех, вĕсем камăн пулман? Кăмăлсăр асаилÿсене тĕпĕ-йĕрĕпех манăр, паянхи пурнăçпа киленсе пурăнăр.

12. Хăвăра ирĕклĕ тытăр. Пурнăçа хăй еккипе пыма май парăр. Эсир пурне те тĕрĕслесе, алăра тытса тăраймастăр вĕт-ха. Çакăнпа килĕшмех тивет, унсăрăн пăлханма, тарăхма пуçлатăр, юлашкинчен çав-çавах нимĕн те тăваймастăр. Тĕп вырăнта шайлашулăх пулмалла.

13. Никам никама та нимĕн те тивĕçлĕ мар. Хутшăнура та çавах. Кунта та идеаллă пулассине кĕтмелли çук. Хутшăнусем кăмăллă иртеççĕ пулсан - савăнăр, кĕтнĕ пек пулмасан та пăшăрханма кирлĕ мар. Пурнăçăн кирек мĕнле кĕтменлĕхне те лăпкăн кĕтсе илме хатĕр пулăр. Телейлĕ пулма вĕренĕр!

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.