Телей тивлечĕпе ĕçчене килет хисепĕ

Укçине аппа хăй пурнăçĕ пирки каласа кăтартма тытăнсан тÿрех Юрий Скворцовăн «Уках хурăнĕ» повеç аса килчĕ. Асăннă произведенири Укахви пекех çĕр çывăрми, ырми-канми ĕçленĕ Укçине. Ачалăхĕ пулман та тейĕн унăн. Амăшĕн ăшшине те туйса курман хĕр ача. Мĕн пур йывăр ĕç ун çине тиеннĕ. Юрать-ха, повеçри герой пек чирлесе хĕне кайман. Йывăр аманнă хыççăн çамрăк хĕр ура çине тăнă. 89 çула кайнă Ксения Никифорова халĕ Çĕрпÿ районĕнчи Шалчакассинче пурăнать.

Виçĕ тăлăх

- Кăрлач уйăхĕччĕ ун чухне. Çанталăк калама çук сивĕччĕ. Валя йăмăкăм урамран выляса кĕчĕ те шăнса кÿтнĕскер анне çумне выртрĕ. Çичĕ çулта пулин те кăкăр тытмасăр çывăрса каяймастчĕ. Пăхатпăр та - анне сывламасть, вилсе кайнă, - куççульне шăлса каласа кăтартать Укçине аппа. Хăй те вун тăваттăра çеç пулнă ун чухне, йăмăкĕ Зина - вуннăра. Çапла виçĕ хĕр тăлăха тăрса юлать. Чирлесе вилет амăшĕ. Хĕрарăмăн пĕрмай пуçĕ ыратнă. Айккинелле чупакан упăшкинчен ыррине курман мăнтарăн хĕрарăмĕ. Сăлтавсăрах алă çĕкленĕ мăшăрĕ, чылай чухне вара пуçран тапа-тапа хĕненĕ. Амăшне шăн тăпра айне кайса чикнĕ хыççăн мĕн пур йывăр ĕç асли çине тиенет. Кăштахран ялта кăçатă туса пурăнакан ват хĕре илсе килет ашшĕ. Ама çури амăшĕ пирки япăххине каламасть Ксения Никифоровна. Ăшă та ырă кăмăллăскер кÿрентерсе курман тăлăхсене. Хĕрхеннĕ вĕсене, виççĕшне те хăй ачи вырăнне хурсах юратнă.

 

Тăрăшуллă чăваш хĕрĕ

Вăрçă пуçланать. Тăрăшуллă хĕре асăрханах çав ĕнтĕ. Кĕркунне Тăвайне окоп чавма яраççĕ. Укçине ун чухне вун пиллĕкре çеç пулнă. «Эпĕ лумпа пăр катаканниччĕ. Кашни кун виçĕ метр тарăнăш чаватпăр, тепĕр кунне каллех юр хÿсе лартать. Апат леçме килнĕ атте шеллесе пулăшатчĕ пире», - аса илет Укçине аппа. Пĕр старик патĕнче саккăрăн пурăннă вĕсем. Тăраниччен апат та çисе курайман. Ирхине выçăллах хире кĕреçе, лум йăтса утнă. Апатланнă хыççăн кил хуçи яшкана шыв ярса хурнă...

Тăватă уйăх окоп чавнă Укçине. Тăван яла пуш уйăхĕнче çеç таврăннă. Шыва путса килне йĕп-йĕпе çитсе ÿкнĕскере тепĕр куннех Канаша илсе каяççĕ. Тумтирĕпе атă-пушмакĕ типсе те çитеймен... Унпа пĕрле пулнă Кăшнаруй икĕ арçынни... тарнă. Ытти районтан килнĕ хĕрсем те пĕрин хыççăн тепри таçта çухалса пĕтнĕ. Укçинене Свердловск хулине ФЗОна ăсатаççĕ. Вун улттăри хĕр «Уралмаш», станоксем тăвакан заводсенче, табак фабрикинче тăрăшать. Малярта çĕрĕн-кунĕн вăй хураканскер пĕррехинче çÿлтен ÿкет, çитменнине çурăмĕ çине хăма персе анать. Хăраса ÿкнĕ хуçа сыватмăша леçме те ирĕк памасть хĕре, тăнсăр пулнăскере хывăнса тăхăнмалли пÿлĕме пăрахаççĕ. Çурăмне спиртпа сăтăрнă хыççăн кăшт майлашăнать вăл. Каллех ĕçе пикенет, çурăм шăмми ыратнине пăхмасăрах шурлăхлă вăрманта çĕрĕн-кунĕн йывăç сĕтĕрет. Апат çимелли карточкăна кăларса илнĕ хыççăн вунă кунлăха çăкăрсăр хăвараççĕ. Украина хĕрарăмĕ, ырă кăмăллăскер, выçă вилме паман Укçинене. Чăваш хĕрĕн ĕçченлĕхĕнчен, çирĕплĕхĕнчен питĕ тĕлĕннĕ вăл. Киле каяс умĕн çичĕ кĕпелĕх катан пир пĕветсе панă тăлăха. Мĕн тери савăннă Укçине. Унран хаклă парне пулма та пултарайман.

Маруç аппăшне аса илнĕ май халĕ те куçĕ шывланать хĕрарăмăн.

 

Тăван яла - тăватă çултан

1945 çулхи çĕртмен 23-мĕшĕнче тин киле таврăнать Кăшнаруй хĕрĕ. Вун тăхăр çулта пулнă ун чухне. «Канашран тухнăччĕ эпĕ, Пикшихелле килетĕп. Вăрçă вĕçленнĕрен питĕ савăнăçлă. Çутă кăвак чăматанпа, сумкăпа, çурăм хыçĕнче - кутамкка. Кантăр вăрри, хĕвел çаврăнăш туяннă хам», - каласа кăтартать Ксения Никифоровна. - Çул хĕррипе - йывăçсем. Хурăнсен хыçне пытана-пытана пĕр арçын чупать. Эпĕ чарăнсан вăл та хускалмасăр тăрать. Мана çаратас шухăшлă пулнă вăл. Ун чухне вăрă-хурах, выçăпа аптраса çитнĕ çын нумайччĕ. Унччен те пулмарĕ - хыçран икĕ лав килет. Хайхи арçын тĕмсем хыçнелле тапса та сикрĕ. Чиперех ларса çитрĕм. Телей пур çав ман.

Яла кĕнĕ çĕрте милĕк касма каякан пиччĕшне Христана тĕл пулать. «Эсĕ-и ку, Укçине, сана çухалнă теççĕ. Паян Çимĕк, кашни килтех мунча хутнă. Телейлĕ эсĕ», - тет.

Тăватă çул ытла ялта пулман хĕре мĕн пур кÿрши-арши, тантăшĕсем сырса илеççĕ. Пурте савăннă. Килте тата йыш хушăннă, ама çури амăшĕн пĕчĕк хĕрпе ывăл пур. Пахчине йĕтĕн акнă. Унăн ĕçĕ вара питĕ нумай. Укçине пĕчченех тăрмашать. Тыллать, тĕвет, сÿс тăвать... Ашшĕне йĕтĕнрен йĕм çĕлесе тăхăнтартать. Калама çук ĕçчен хĕре килте те, ял-йыш та питĕ хисепленĕ.

 

Пурнăçран юлман кинеми

Ахаль ларма хăнăхманскер вăрçăран таврăнсанах ĕç шырама пикенет. Чурачăкри типографие наборщицăна вырнаçать. Кайран Кăшнаруйĕнче почта пуçлăхĕнче тăрăшать. Хăйĕн телейне çакăнта тупать Укçине аппа. Инвалид арçынпа паллаштараççĕ ăна. «Пирĕн кил пуш-пушах, пĕрмай çăраççи çакăнса тăрать. Атя сана хам пата пурăнма илсе каятăп», - тет арçын. Ксения Никифоровна качча тухма килĕшет. Канаш районĕнчи Улаксарта кĕçĕн классене вĕрентнĕ Иван Никифорович. Ачаранах хăрах ури типнĕ унăн, çавна пулах вăрçа та илсе кайман.

«Эх, старикĕм, старикĕм! Хура пулсан та лайăх, уксах пулсан та хамăнах», - тесе каланă пĕрмай Укçине аппа упăшкине. Кил-çуртшăн тăрăшакан мăшăрĕ пĕр ĕçе те тиркесе тăман. Утă çулнă, вутă çурнă. Тĕлĕнмелле ăста платник пулнă. Арăмне кĕтÿ те кĕттермен. Çумăрта та канман арçын. Ылтăн алăллăскер пĕрмай кăштăртатнă. Сакăр çул каялла вăл ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайнă.

Иван Никифоровичпа Ксения Никифоровна хăйсен ĕмĕрĕнче икĕ çурт лартнă, виçĕ ывăлпа пĕр хĕр çуратса ÿстернĕ. Виççĕшне аслă пĕлÿ панă. Кĕçĕнни Владимир ашшĕ-амăшĕпе юлнă, токарь специальноçне алла илнĕ. Чăваш историйĕпе кăсăкланаканскер хăйсен йăх-несĕлне лайăх пĕлет. Укçине аппан ултă мăнукпа мăнукĕн ачи виççĕ халь. Юратнă асанне, ăш пиллĕ кукамай вăл.

Кĕçĕн ывăлĕпе тата кинĕпе пурăнать Ксения Никифорова. Лайăх пăхаççĕ ăна. Кинĕнчен халĕччен пĕр сивĕ сăмах та илтсе курман. 90 çулалла çывхарса пыракан Укçине аппана «Шальчакассинчи чи ăслă та хисеплĕ хĕрарăм» ятпа чысланă ял уявĕнче.

Паянхи пурнăçран юлмасть кинеми. Радио итлет, телевизор курать, чăваш хаçат-журналĕ çырăнса илет. Нумай нуша курнă хĕрарăм çамрăксене ним уямасăр малалла талпăнма, çирĕп те хастар пулма хистет.

Елена АТАМАНОВА.

Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.