Телей килет тилĕ пек
Рита хваттере кĕрсе тăнă-тăман ун патне улттăри ывăлĕ чупса пычĕ.
— Мĕн туянтăн? — амăшĕн сумкине ухтарма васкарĕ Максим.
— Тăхта, куçна хуп. Парне илсе килтĕм сан валли, — ывăлне йăпатма васкарĕ хĕрарăм.
— Мĕнле парне? Кăтарт хăвăртрах, — пушшех канăçсăрланчĕ чăтăмсăр ача.
— Куçна хуп терĕм.
Килĕшме тиврĕ Максимăн.
Амăшĕ сумкинчен кăларса ачине салтак пилотки тăхăнтартрĕ.
— Ура-а-а! — хĕпĕртенине пытараймасăр кăшкăрса ячĕ ача. — Ăçтан туп- рăн?
— Аçу ярса пачĕ, — хăюсăртараххăн тавăрчĕ амăшĕ. Пилоткăна пасарта туяннине шарламарĕ паллах.
— Хăй хăçан таврăнать? — ыйту хыççăн ыйту тупăнать Максимăн.
— Пĕлейместĕп çав. Инçетре вĕт вăл, вăрçăра. Разведчик, — шутласа тăмасăр каласа хучĕ Рита.
— Ура-а-а! Манăн атте разведчик! — хĕпĕртесе, пилоткипе ыттисен умĕнче мухтанма васкаса тухса чупрĕ арçын ача урама.
— Эх, ма минретмелле ĕнтĕ пĕчĕк ача пуçне? — ÿпкелешрĕ Рита амăшĕ хваттерте хĕрĕпе иккĕшĕ çеç юлсан. — Тупасчĕ пĕр-пĕр йĕркеллĕ арçын. Хăв юратмасан та ачан ашшĕ пулĕ.
— Мĕн калас тата ман? Ашшĕ летчик теес-и? Е таçта стройкăна ĕçлеме кайнă темелле-и? Летчик та, строитель те ютра нумай çÿремеççĕ. Разведчик вара те таврăнать, те таврăнмасть... — тÿрре тухма пăхрĕ Рита. — Йĕркеллĕ арçын тупасси те, ху пĕлен, лавккара тавар туянасси мар. Йăваланса выртмаççĕ вĕт вĕсем унта-кунта...
Арçын тесенех Рита упăшкине аса илет. Кăмăлласах качча кайрĕ-çке ăна, ывăл парнелерĕ. Анчах чирлĕ çуралчĕ ача, çавăншăнах ашшĕ ачипе арăмне пăрахса кайрĕ. Хĕрарăм çине тăрсах пăхрĕ ачине, сыватрĕ-сыватрех. Максим халĕ ыттисенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмасть, ăс-тăнĕпе вара, тен, ытларах та аталанса пырать. Пиллĕкрех ав вулама та, çырма та хăнăхрĕ.
Максим урама тухмассерен пилоткине тăхăнма тытăнчĕ. Ăмсанать ăна хăшĕ- пĕри. Анчах ашшĕ ниепле те таврăнманни тунсăхлаттарать ачана.
Шăматкун каçалапа Максим чылайччен уçăлса çÿремерĕ. Хашкаса чупса кĕчĕ каялла.
— Анне, анне! Атте таврăннă! — кăшкăрса ячĕ амăшĕ хваттер алăкне уçнă-уçман.
— Мĕнле аçу? — ăнланаймарĕ Рита.
Рита ирĕксĕрех ывăлĕ хыççăн утрĕ. Пÿрт хыçĕнчи йывăç айĕнче выртакан арçын патне çитсе тухрĕç вĕсем. Хайхискер вараланса, аманса пĕтнĕ иккен, пыма та хăрамалла.
— Ман атте. Аманнă вăл, тăраймасть те, утаймасть те, — амăшне аллинчен тытса туртма тытăнчĕ ача. — Атя илсе кĕретпĕр. Атя хăвăртрах!
— Ку сан аçу мар, — татса хучĕ Рита. — Таçтан килсе выртнăскер вăл, ĕçкĕç. Атя киле.
— Мĕнле атте мар? Пăх-ха, вăн ÿкерчĕк тухса ÿкнĕ кĕсйинчен. Вула унта мĕн çырнине. «Раз-вед-чик». Куртăн-и?
Рита çухалса кайрĕ, мĕн каламаллине пĕлмерĕ: чăн та, хулăн хут çине, алăпа ÿкернĕ илемлĕ арçын сăнĕ айне, «разведчик» тесе çырса хунă.
Максим пĕшкĕнчĕ те хыттăн чĕнчĕ:
— Атте!
Арçын хускалса илчĕ, унтан айлатса ячĕ.
— Ывăлăм, пулăш-ха, — терĕ.
— Куртăн-и, каларăм-иç, — амăшĕ еннелле çаврăнчĕ ача. — Кил-ха, пулăш çĕклесе тăратма.
Рита тавçăрса илчĕ: арçын хăй ÿксен, темле ÿсĕр пулсан та, капла аманас çук. Такам хĕнемен-ши ăна?
— Атя, Максим, киле. «Васкавлă пулăшу» чĕнсе илетпĕр, — тепĕр хут чĕнчĕ хĕрарăм ывăлне.
— Çук, аттесĕр кĕместĕп, — кĕç-вĕç макăрса яма хатĕр ача. — Вилет вăл кунта.
Ывăлĕ сывалса çитнĕ пулин те ăна ытлашши хумханма юраманнине амăшĕ нихăçан та манмасть. Халĕ те Максима итлемесен лăплантараймăн. Ирĕксĕрех арçынна çĕклесе тăратса подъезда сĕтĕрсе кĕме тиврĕ. Виççĕмĕш хутри хваттерне лифтпа хăпарчĕç.
Диван çине вырттарчĕç арçынна, пушмакĕсене хывнă чух ун нускийĕ тасине тата вĕсенчен шăршă кĕменнине кура Ритăн кăмăлĕ улшăнчĕ.
«Ĕçкĕç мар ку, инкек курнăскер пулас?» — арçынна чăнласах пулăшу кирлине ăнланса илчĕ вăл.
— Анне, хăмла çырли варенийĕпе чей туса пар-ха. Хăвăртрах. «Васкавлă пулăшу» чĕнсе ил.
Тертленмелли тупса панăшăн унччен ывăлне тарăхни иртсе пычĕ хĕрарăмăн. Арçын питне нÿрĕ ал шăллипе сăтăра-сăтăра тасатрĕ, аманнă вырăнсене йодпа сĕрчĕ. Пĕчĕк Максим вара вĕсем патĕнчен пăрăнмасăр ÿкерчĕке сăнарĕ, ăна, урамран илсе кĕнĕскере, аллинчен ямарĕ.
«Васкавлă пулăшу» машинипе килнĕ тухтăрсем арçынна пĕрле илсе каймарĕç, укол туса хăварчĕç çеç. «Урăлсан пĕтĕмпех иртсе каять», — тесе хăварчĕç.
Çывăрма Максим хăйĕн пÿлĕмне каймарĕ. Кресло çине «ашшĕне» хирĕç ларса тĕлĕрчĕ. Ритăн урайне матрас сарса выртма тиврĕ: ывăлне ют çынпа хăварĕ-и?
Ирхине арçын вĕриленсе кайрĕ. Каллех ун тавра чупма тиврĕ кил хуçисен. Малалла вулас...
Комментари хушас