«Тĕлĕнтермĕш чăрăш» тавра ачасем карталанчĕç

29 Раштав, 2015

Çĕнĕ çул, чи илемлĕ те асамлă уяв умĕн, республикăри кашни ача кăмăлĕ çĕкленÿллĕ пултăр тесе республикăри тĕрлĕ тытăмра тăрăшакансем тĕрлĕ мероприяти йĕркелеççĕ.

Акă раштавăн 23-мĕшĕнче тĕп хулари Суту-илÿпе курав центрĕнче «Тĕлĕнтермĕш чăрăш» ыркăмăллăх ăлкине Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисенче, Шупашкар районĕнче пурăнакан 350 ача пухăнчĕ. Пурте вĕсем - ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр юлнăскерсем, ют çемьесенче воспитани илекенсем. Асăннă мероприятие йĕркелекенĕсем - Кидс медиа, ДетKID: журнал, "Ырă кăмăл” ыркăмăллăх обществи, Чăваш Ен Вĕренÿ министерствин Вĕренÿпе ачасене пулăшса пыракан центрĕ.

Уявра çул çитменнисем "Лайăх динозавр" мультфильм курса Хĕл Мучипе, Юр пикепе пĕрле чăрăш тавра выляса савăнчĕç. Юмахсенчи сăнарсемпе фотосесси йĕркелени савăк çак куна нумайччен асра тытма май парĕ, Хĕл Мучи пылак парни уяв техĕмне вăйлатма пулăшĕ.

Çакнашкал Eлкăпа раштавăн 25-мĕшĕнче Канашри усрава ача илнĕ çемьесем валли те /вĕсенче - 50 ача/ йĕркеленĕ. Раштавăн 26-мĕшĕнче вара Чăваш енĕн 46 хастарĕ Мускаври Кремльте иртекен Пĕтĕм Раççей Ăлкине хутшăнчĕ. Ун хыççăн тепĕр кунах республика делегацийĕ /унăн йышĕнче - 30 ача, çав шутра ача çурчĕсен воспитанникĕсем, усрав çемьесенче çитĕнекен тăлăхсем/ Раççей Федерацийĕн Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕн йăлана кĕнĕ Çĕнĕ çулхи уявне çитсе килчĕ.

Республикăри инвалид ачасем те Çĕнĕ çул Eлкинчен айккинче тăрса юлмарĕç. Вĕсем валли Республикăри инçет вĕрентÿ центрĕ савăнăçлă программа хатĕрлесе ирттерчĕ.

Ĕлккен праçнике халалланă ача-пăча уявĕсем Раштав кунĕчченех тăсăлĕç. Кăрлачăн 7-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕн Ăлки «Шупашкар-Арена» Пăр кермене республика территорийĕнче пурăнакан 4 пин ытла ачана Çĕнĕ çул саламне çитерĕ. Арçын ачасемпе хĕрачасем «Щелкунчик пăр çинче» театрализациленĕ курава пăхса савăнĕç, хаваслă вăйăсене хутшăнĕç, Çĕнĕ çул парниллĕ те пулĕç.

Ирина ПУШКИНА