Техникум «вăтам вĕренекен» ăнлавпа ан шайлаштăр
Юлашки çулсенче çĕршыв экономикине аталантарма техника специальноçĕ илнĕ паха ăстасем кирли çинчен тăтăшах калаçаççĕ. Сăмахран, ĕç патне куçнă тĕслĕх те самаях-ха. Аслă шкулсенче «технарьсем» валли хушма вырăнсем уйăрчĕç /чăн та, çакă гуманитари енĕллĕ специальноçсемпе вĕренме кĕмелли вырăнсене чакарма хистерĕ/, вĕсене паянхи предприяти-организацисене тивĕçтермелле вĕрентсе хатĕрлес тĕллевпе бизнес тытăмĕнче вĕренÿ центрĕсем йĕркелерĕç. Çĕнĕ технологисемпе ĕçлес туртăм ачаранах йĕркелентĕр тесе шкулсенче профориентаци ĕçне вăйлатма малтанхи утăмсем турĕç. Ачасем техникăпа çыхăннă профессисене ытларах хăнăхчăр тесех шкулсенче, хушма пĕлÿ организацийĕсенче робототехника, авиамоделировани ушкăнĕсем ĕçе пуçăнчĕç. Республикăри Ача-пăчапа çамрăксен пултарулăхĕн керменĕн çумĕнче кĕçех «Кванториум» технопарк хута кайĕ.
Вĕренÿ тытăмĕнче ĕç профессийĕсемпе çыхăннă вĕрентÿ направленийĕсем сумлă вырăналла куçни ăнсăртран сиксе тухнă пулăм мар: самана хăш профессисене çул памаллине хăй палăртса-кăтартса пырать. Пурнăçăн кирек хăш тытăмне тинкер — пурне те çĕнĕ технологисем «ярса илнĕ». Аталанакан çĕршывра техника çĕнелнĕçемĕн çĕнелсе пыма тивĕç — «ăслă» машинăсене ĕçлеттерме, чăхăмласан тÿрлетме пĕлекенсем кирлĕ вĕт. Тепĕр тесен чаплă та пахалăхлă техникăна ют çĕршывран кÿрсе килес йăлана майĕпен пăрахăçласан — тем пекехчĕ. Истори страницисенчен пурте пĕлетпĕр-çке — пирĕн çĕршыв мĕн те пулин çĕнни ăсласа кăларассипе — техника енчен пушшех — яланах хастар пулнă. Эппин, тĕнче шайĕнчи конкуренцие чăтаякан кадрсем хатĕрлеме ăнтăлмалла.
Техника специальноçĕсем çинчен калаçнă май професси вăтам пĕлĕвĕ паракан вĕренÿ учрежденийĕсем, вĕсем ĕнерхи колледж-техникумсенчен раснараххи çинчен сăмах пуçармасăр май çук. Юлашки çулсенче вĕсен ят-сумĕ ÿсни куçкĕрет. Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-90-мĕш çулĕсенче шкулта питĕ лайăх вĕреннĕ ача аттестат илнĕ хыççăн аслă шкула вĕренме кĕмешкĕн тапаçланса пăхмасăрах училище-техникума кайнине илтсен пĕлĕшĕсем ун çине тĕлĕнсе пăхнă пулĕччĕç. Математика, физика предмечĕсемпе вĕренÿре вăйлă тăк — пушшех. Тепĕр тесен ку таранччен шкулсем мĕн таран паха пĕлÿ панине те аслă шкула вĕренме кĕнисен процентне кура хаклатчĕç мар-и? Апла тăк професси вăтам пĕлĕвĕ паракан организацисем ăслă та пултаруллă хĕрсемпе яшсем валлиех мар текен шухăш «çÿлтенех», çĕршыври вĕренÿ тĕп ведомствисенченех пынă пулса тухать.
Телее, йăнăш шухăшланине ăнланас вăхăт çитрĕ. Çакна çирĕплетекен тĕслĕхсем чылай. Ĕнтĕ шкулсене те ĕлĕкхи шкалапа — выпускниксем аслă шкул алăкне миçен уçнипе — пахаламаççĕ. Чи кирли вĕренекен пурнăçра хăйĕн вырăнне тупни — малалла пĕлÿ илет-и, килĕшекен ĕçе вырнаçать-и — тесе йышăнасси патне тинех шухăшласа çитрĕç вĕренÿ тытăмĕнчи тÿресем. Шăпах çак тĕллевпе — кашни çамрăкăн хăйне килĕшекен ĕçе вĕренмешкĕн суйлама май пултăр тесе — професси пĕлĕвĕ паракан тĕрлĕ организацире специальноçсемпе специализацисен списокне тăсма тăрăшаççĕ, вĕренÿ программисем хатĕрлесе ку е вăл ăсталăха вĕреннĕ педагогсене ĕçе явăçтараççĕ. Ырă улшăнăвăн «çимĕçĕ» — ку е вăл профессие тăван килтен аякка каймасăр вĕренекен çамрăк хăй çуралса ÿснĕ регионрах ĕçе вырнаçни, унăн аталанăвĕшĕн хăйĕн тÿпине хывни.
Колледж-техникумсем вĕренÿре самаях ĕлкĕрсе пыракан çамрăксемпе тулса пынин сăлтавне хăшĕ-пĕри, иккĕленместĕп, çул çитмен çамрăксене алла аттестат илес вăхăт çывхарсан ППЭ витĕр тухасси шиклентернипе сăлтавлать. Паллах, ку йăнăш шухăш тесе çирĕплетме чĕлхе çаврăнмасть — тăхăр класс вĕренсе пĕтернисен пĕр пайĕ чăннипех çакна пула техникума çул тытать. Мĕн пытармалли, хăшпĕр шкулта вĕрентекенсем хăйсемех ачасене пĕтĕмĕшле тĕп пĕлÿ илнĕ хыççăн çак çул çине тăма хистеççĕ. Мĕншĕн çапла хăтланни те паллă: ку таранччен вĕренекенсен ППЭри кăтартăвĕсем учительсен шалăвĕн хавхалантару пайне витĕм кÿнĕ-çке. Малашне вара, Раççей вĕренÿ министрĕ Ольга Васильева каланă тăрăх, кунашкал критерипе балсем лартассине пăрахăçлĕç.
Кирек мĕнле улшăнура та чи малтанах лайăххине курма, темшĕн-çке, васкамастпăр — психологи çавнашкал-и пирĕн? Кăлăхах иккен. Акă ĕçри тивĕçсене пурнăçланă май республикăри тĕрлĕ шкула час-часах тухса çÿретĕп те — вĕренекенсен шухăш-ĕмĕчĕпе паллашатăп. «Пиллĕк», «тăваттă» паллăсемпе кăна ĕлкĕрсе пыракан ачасен хушшинче те хăйсене килĕшекен профессипе шăпах вăтам пĕлÿ паракан организацире пĕлÿ илме ĕмĕтленекен чылай. Çакна та палăртасах килет: çиччĕмĕш-саккăрмĕш классенче вĕренекенсем республикăра мĕнле вĕренÿ заведенийĕсем пуррине пĕлни хăех — савăнтаракан факт! Акă Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Питĕркасси вăтам шкулĕн саккăрмĕш класĕнче вĕренекен Евгений Хохлов, программист пулма тĕв тунăскер, тăхăр класс пĕтерсен Шупашкарти электромеханика колледжне çул тытасшăн. Унта IТ-технологисемпе ĕçлекен кадрсене вăхăт ыйтнипе килĕшÿллĕ хатĕрлени çинчен пĕлет хастар вĕренекен. Тĕрлĕ енлĕ аталанса пыракан çамрăк /вăл çулсерен тĕрлĕ предметпа иртекен олимпиадăсенче район тапхăрĕн çĕнтерÿçи е призерĕ пулни те çирĕплетет çакна/, тем тесен те, колледжа кайма ППЭрен шикленнĕрен шухăш тытманах. Асăннă пĕлÿ çурчĕ республикăри кăна мар, Раççей тĕрлĕ регионĕнчи яшсемпе хĕрсене илĕртни çинчен илтнех Евгений.
Раççей Президенчĕ Владимир Путин техника специальноçĕсене çул парас тĕллеве палăртнă чухне çĕршывăмăра çÿллĕ шайри квалификациллĕ специалистсем кирлине, çавна май тăххăрмĕш класс вĕренекенĕсен çуррине професси вăтам пĕлĕвĕ паракан организацисене вĕренме кĕмешкĕн тĕллевленме ÿкĕте кĕртмелли çинчен каланăччĕ. Çавăн хыççăнах, 2014 çулта, Чăваш Енре тăххăрмĕш класран вĕренсе тухнисен 52 проценчĕ колледж-техникума вĕренме кĕнĕ. Паллах, хăшпĕр ашшĕ-амăшĕ ывăл-хĕрĕ тĕрĕс утăмах турĕ-ши тесе иккĕленнĕ те пулĕ. Вĕренÿ ĕç-хĕлĕ пуçлансан, ахăртнех, техникум-колледжра та паха пĕлÿ илме май пурри çинчен пĕтĕмлетÿ тунă.
Асăннă вĕренÿ организацийĕсенче паян «виççĕпе» «иккĕ» паллăсенчен вĕçерĕнеймен яшсемпе хĕрсем мар, рабочи профессийĕсене кăмăллакан ăслă-пултаруллă çамрăксем ăс пухнине WorldSkillsRussia чемпионатăн республикăри тапхăрĕ те çирĕплетет. Мĕнлерех ăста пулас поварсем, кондитерсем, каменщиксем, плиточниксем, веб-дизайнерсем, сварщиксем /пурĕ — 20 яхăн компетенципе/ ăмăртаççĕ унта! Ĕç профессийĕ паян чăннипех модăра пулнине, хăйсем çĕршыва юрăхлă, паха специалистсен ретне тăма хатĕррине çирĕплетсе параççĕ. Чи кирли суйланă ĕç чуна килĕшекенни пултăр. Çавăн пек чухне алла илнĕ диплом та арча тĕпĕнче вăрах упранмĕ — хуçишĕн усăллă пулĕ. Патшалăх çамрăка вĕрентсе тăкакланни темиçе хут саплашăнĕ.
Ирина ПУШКИНА.
Юрий ИСАЕВ, ЧР Вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕ:
— Чăваш Республикинчи професси вĕрентĕвĕн инфратытăмĕ юлашки çулсенче чылай çĕнелчĕ. Рабочи кадрĕсене хатĕрлес, çĕнĕрен вĕрентес, квалификацине ÿстерес енĕпе ĕçлекен ресурссен профиль 14 центрĕ хута кайнă. Республикăри пысăк предприятисенче, вĕренÿ заведенийĕсен партнерĕсенче, корпоратив вĕренÿ центрĕсем туса хунă.
Професси вăтам пĕлĕвне паракан учрежденисем вĕренекене хăй суйланă тĕп специальноçсăр пуçне ĕç рынокĕнче кирлĕ профессисен йышĕнчи пĕр-пĕр ĕçе /е темиçе тĕрлине те/ вĕрентессине йăлана кĕртсе пыраççĕ. Çапла майпа ятарлă пĕлÿ илнĕ çамрăкшăн вĕренсе тухни çинчен документ илсен ĕçе вырнаçас ыйту çăмăлланать.
Сăмах май, професси вĕрентĕвĕн кирек хăçан та ĕç рынокĕпе килĕшсе-шайлашса тăмалла. Республикăн экономика аталанăвне, социаллă лару-тăрăвне — кĕске вăхăтра тата темиçе çулта мĕнлерех йĕркеленессине — курса тăни вĕренÿ тытăмĕнче малашлăхра практикăна мĕнле механизмсене кĕртмеллине палăртма май парĕ.
Анатолий АБРАМОВ, Шупашкарти Н.В.Никольский ячĕллĕ професси колледжĕн преподавателĕ:
— Техникумсемпе колледжсен ĕç-хĕлне вăйлатас тĕллеве пурнăçланă май професси вăтам пĕлĕвĕ паракан организацисен тытăмĕнче оптимизаци пулса иртрĕ. Эпĕ ĕçлекен учреждени малтан механика-технологи техникумĕччĕ. Нумаях пулмасть вăл Шупашкарти педагогика колледжĕпе пĕрлешрĕ, çавна май çĕнĕ ят илчĕ.
Чăн та, хамăр пата килекен абитуриентсен вăтам палли тăрăхах çирĕплетме пулать: хальхи вăхăтра техникум-колледжа çул тытакансен пĕлÿ шайĕ лайăхрах. Акă пилĕк-ултă çул каялла механика-технологи техникумне вĕренме кĕрекенсен вăтам палли 3,6 балпа танлашнă, ку вĕренÿ çулĕнче — 4,2 балпа. Чылайăшĕ тĕллевлĕн вĕренме килет. Хăйсем суйланă специальноçа хăвăртрах, анлăрах хăнăхчăр тесе колледж ертÿлĕхĕ практика тĕлĕшĕпе тимлĕхе вăйлатрĕ. Хамăрăн студентсем конкурентлăха çĕнтерме те вĕренсе пыччăр тесе вĕсене тĕрлĕ професси конкурсĕсене, наука-практика конференцийĕсене, олимпиадăсене явăçтаратпăр. Çĕнтерÿçĕсен ятне илекен нумай. Студент сакки çинчех хастаррисем лайăх ĕç вырăнĕ тупма çăмăллăнах пултараççĕ. Сăмах май, выпускниксем специальноçпа ĕçе вырнаçас тĕлĕшпе пирĕн вĕренÿ заведенийĕ Раççейри професси вăтам пĕлĕвне паракан шкулсен хушшинче — саккăрмĕш вырăнта.
Наталия ФИЛИППОВА, Комсомольски районĕнчи Анат Тимĕрчкасси тĕп шкулĕн вĕрентекенĕ:
— Темиçе çул каялла пирĕн шкула «Тантăш» хаçат корреспонденчĕ килнĕччĕ. Ачасенчен: «Ÿссен кам пуласшăн?» — тесе ыйтсан саккăрмĕш классем тĕрлĕ хурав пачĕç. Ывăлăм Алеша: «Çĕршыва мĕнле професси çынни кирлĕ, çавă пуласчĕ», — тени журналиста та, мана та тĕлĕнтернĕччĕ. Çавăн хыççăн канăçа çухатрăм — мĕнле професси пирки ĕмĕтленет-ха пирĕн аслă ывăл? Чăн та, вĕренÿре лайăх ĕлкĕрсе пыратчĕ, тĕрлĕ олимпиада-конкурса тăтăшах хутшăнатчĕ. Тăхăр класс хыççăн Шупашкарти стройтехникума каятăп тесен вĕрентекенсем хыпăнсах ÿкрĕç: «Ара çамрăк вĕт-ха. Мĕншĕн вунпĕр класс пĕтерсе аслă шкула каяс теместĕн?!» Чунри лăпкăлăх çухалчĕ пулин те мăшăрпа иксĕмĕр те ачан çулне пÿлес темерĕмĕр. Ĕмĕтне татсан пурăна-киле хамăра ÿпкелесси те инçе мар. Иккĕмĕш курсра вĕренет ĕнтĕ пирĕн пулас геодезист. Çак хушăра техникум çинчен япăх каланине ывăлăмăртан илтмен. Ушкăн кураторĕ ашшĕ-амăшĕн пухăвĕнче ачасене лайăх вĕреннĕшĕн, общество пурнăçĕнче пуçаруллă пулнăшăн /ушкăнĕпех шкулта лайăх вĕреннĕскерсем иккен/ мухтаса кăна тăрать. Эпир те хĕпĕртетпĕр хамăр ачан шухăш-тĕллевне путлантарманшăн.
Комментари хушас