Техĕмлĕх курaкĕсем

Артишок курăкĕн тăван çĕршывĕ — Европăн кăнтăр пайĕ тата Çурçĕр Африка. Культурăланă артишока ăшă çĕршывсенче чылай çĕрте ÿстереççĕ. Çурçĕр Америка, Африка, Европа çĕршывĕсенче артишокăн 40 тĕсне акса туса илеççĕ. Вăл усăллă витаминсемпе, микроэлементсемпе, ÿсен-тăран йÿçеклĕхĕсемпе, çупа пуян ÿсен-тăран.

Апатра усă курмалли пайĕ — чечекĕ. Ăна тĕрлĕ салатсене хушаççĕ, уйрăмах рис апачĕсене техĕмлĕх кÿрет. Аш-пăш хатĕрленĕ чухне артишока хушни хăйнеевĕрлĕ тутă кĕртет. Артишок чечекне вăрахрах упрамашкăн уксус е лимон сĕткенĕ хушнă шывра çур сехет тытмалла.

Артишок сиплĕ курăк. Унăн сĕткенне пылпа хутăштарсан ÿт-тир чирĕсене сиплекен паха эмел пулать. Çăвар ăшчикĕ пăсăлсан — стоматит, молочница — пулăшать, экзема, кукша, тимре чирĕсене сиплет.

Фармацевтикăра артишока тĕрлĕ препаратсем тунă çĕре хушаççĕ. Сарамак, ват хăмпи, пÿрепе пĕвер чирĕсене, атеросклероза сиплемелли эмелсем тунă чухне усă кураççĕ. Артишок тĕрлĕ чир-чĕр хыççăн вăй кĕртме те пулăшать.

Эхинацея. Нумай çул ÿсекен курăк, салтак тÿми евĕрлĕрех чечекĕ шупка кĕренрен пуçласа тĕксĕм хĕрлĕ таранах. Эхинацея Раççейре анлă сарăлнă ÿсен-тăран, хĕвел лайăх ÿкекен уçă вырăна, пулăхлă кăпка тăпрана кăмăллать.

Çак курăк хăйĕн сиплĕхĕпе палăрса тăрать. Унăн мĕнпур пайĕ — чечекĕ, туни, тымарĕ — усăллă. Унран хатĕрленĕ препаратсем, отварсемпе настойкăсен витĕмĕ анлă. Иммунитета çирĕплетет, юна çĕнетет, вирус чирĕсене хирĕç кĕрешет. Халăх медицининче эхинацейăна мĕнпур чиртен пулăшакан курăк тесе хаклаççĕ. Кулинарире ăна чей хутăшĕсем хатĕрленĕ çĕрте усă кураççĕ. Çак тĕллевпе çулçине, чечекĕсене пуçтарса типĕтеççĕ. Ăна шăлан çырлипе, мелисса, пĕтнĕк курăкĕсемпе хутăштарсан аван.

Эхинацейăн çамрăк çулçисене петрушка пекех пахчаçимĕç салачĕсене хушаççĕ. Панулми, иçĕм, ытти çимĕçрен компот вĕретнĕ чухне эхинацея хушма юрать. Компот тутлăрах тата усăллăрах пулĕ.

Çак курăкăн ви­тĕмлĕхĕ пысăк. Çавăнпа ăна виçеллĕ çеç усă курмалла. Ача кĕтекен хĕрарăмсене, склероз чирĕпе нушаланакансене юрамасть.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.