Техĕмлĕх курaкĕсем
Мускат мăйăрĕ /мускатный орех/ — йывăç çимĕçĕн вăрринчен тунă техĕмлĕх. Мускат йывăçĕ 100 çул ытла ÿсет, çимĕçне вара çамрăк чухне, малтанхи 40 çул çеç лайăх парать. Çимĕçĕ абрикос пысăкăш, пиçсе çитсен варринчен çурăлать, ăшĕнче — хыт хупăллă вăрă. Шăпах ăна мускат мăйăрĕ теççĕ. Унпа çынсем авалах сипленнĕ, апат-çимĕçе техĕмлетнĕ, сывлăша ырă шăршă кĕртнĕ. Çак йывăçа тропик çĕршывĕсенче çитĕнтереççĕ.
Мăйăр тĕшши организма кирлĕ витаминсемпе, минералсемпе, эфир çăвĕсемпе, крахмалпа, пектинпа пуян. Ăна пĕчĕк виçепе апатра усă курни ырă витĕм кÿрет. Вăл нерв тытăмне, чĕрене, юн тымарĕсене çирĕплетет, ыйхă килменнипе нушаланакансемшĕн лайăх. Мускат мăйăрĕ хушса тунă маçсемпе шăмă чирĕсене — миозита, артрита, ревматизма, остеохондроза сиплеççĕ, ыратакан вырăна компресс хурса çыхаççĕ.
Çак мăйăр вар хытнипе аптракансемшĕн те, вар çемçелнĕ вăхăтра та аван. Вар-хырăм ĕçне ырă витĕм кÿрет, хырăмра пăкăртатнине ирттерет.
Апат-çимĕç промышленноçĕнче, кулинарире ăна анлă усă кураççĕ. Кукăль-пĕремĕк пĕçернĕ чухне, шăккалата хушаççĕ. Яшкана, пахчаçимĕçе, аш апачĕсене техĕмлеме те аван.
Мăйăра виçеллĕ çеç усă курмалла, ытлашши виçе, харăсах 4-5 мăйăр тĕшши çини, çынна наркăмăшлама пултарать.
Кушак кĕпçи /бедренец/. Укроп евĕрлĕ ÿсен-тăран. Чечекĕ ырă шăршăллă. Пирĕн тăрăхра хăй тĕллĕнех аван çитĕнет. Техĕмлĕх пек тата сипленмешкĕн унăн тымарне усă кураççĕ. Тымарĕ йĕке евĕр, шурăрах тĕслĕ, вăйлă шăршăллă, тути йÿçенкĕрех. Унра сиплĕ япала нумай. Çавăнпа ăна халăх медицининче анлă усă кураççĕ. Вĕретнĕ шывĕпе шăк хăмпи, пÿре чирĕсенчен, бронхитран, астмăран, ÿслĕкрен, вар-хырăм ĕçĕ пăсăлсан, кăкăр хĕртсен, подагрăран т.ытти чирсенчен сипленеççĕ. Çăвар ăш-чикки чирĕсем чухне кушак кĕпçи шывĕпе çăвара чÿхени пулăшать.
Çамрăк курăкăн çулçине салата, яшкана хушаççĕ. Пахчаçимĕç апачĕсене тутă кĕртме, хăяр, помидор, симĕс пăрçа маринадлама аван. Типĕтнĕ çамрăк çулçăна чей пек вĕретсе ĕçме юрать.
Шăнса пăсăлсан 20 г типĕтнĕ тымара икĕ стакан шыва ярса 5 минут вĕретмелле, çур сехет хупласа лартмалла. Кунне 3-4 хутчен 100-шер грамм ĕçмелле, пыра тăтăш чÿхемелле.
Комментари хушас