Техĕмлĕх курăкĕсем
Очиток /шултра куян купăсти/. Вăл Раççейĕн хĕвеланăç районĕсенче, Вăтам Атăл тăрăхĕсенче çулçăллă сайра йывăçлă лаптăксенче ирĕклĕн ÿсет. Пирĕн республикăра Сăр тăрăхĕнче, Атăл леш енче тĕл пулать.
Туни çирĕп, тÿрĕ, 15-20 çÿллĕш, хĕрлĕрех тĕслĕ. Çулçисем вĕтĕ, туна çумне çыпçăнса тăраççĕ. Чечекĕ шурăрах сарă е шупка хĕрлĕ тĕслĕ. Утă-çурла уйăхĕнче чечекленет, авăн уйăхĕнче вăрлăхĕ пулса çитет.
Тачка, сĕтеклĕ çулçăна апатра усă кураççĕ. Вăл витаминсемпе, органика йÿçеклĕхĕсемпе, минералсемпе пуян. Салата, винегрета хушаççĕ, хĕл валли йÿçĕтсе е маринадласа хатĕрлеççĕ. Килти хушма хуçалăхра çитĕнтерме ятарлă сортсене селекцилесе кăларнă. Вăрлăха çуркунне тÿрех тăпрана акма юрать, сивве тÿсĕмлĕ. Куян купăстипе халăх сиплев тĕлĕшпе те усă курать. Çамрăк туна, çулçă сĕткенĕ юна тасатать, шăка хăвалать, веществосен ылмашăвне йĕркелеме хутшăнать. Фармацевтикăра организма шлаксенчен тасатакан, веществосен ылмашăвне йĕркелекен препаратсем хатĕрлемешкĕн пуçтараççĕ. Типĕтсе авăртнă очиток тĕрлĕ техĕмлĕх хутăшĕсенче пур.
Кресс-салат. Çак курăк хăвăрт ÿсет. Ăна çулла пахчара, хĕлле килте куршакра çитĕнтерме аван. Пăхма ансат, анчах нÿрĕке кăмăллать, тăпра кăпка пулмалла, пулăхлăхĕ пĕлтерĕшлех мар. Хура тăпрара, паллах, хăвăрт тата вăйлă ашкăрса çитĕнет. Акнă хыççăн 14 кунран апатра усă курмалăх ÿсет.
Ешĕлле мĕнпур салата яма юрать, тăпăрча, сыра, тĕрлĕрен яшкана, хăпартлăва хушма аван. Çупа çăкăрпа çиме те тутлă. Хĕлле организма кирлĕ витаминсемпе тивĕçтерме май парать. Хатĕрленĕ аш-пăш, пулă апачĕсене хушма та аван — кантăк янаххи çинчи «пахчаран» хачăпа касса илетĕн те тураса хатĕр апата сапатăн.
Пахчара çитĕнтернĕ кресс-салат çулçине хĕлле валли типĕтсе хатĕрлеççĕ, вĕтетсе техĕмлĕх пек усă кураççĕ.
Çулçăсенче углевод, белок, тĕрлĕ минерал пур. Кресс-салат апат анассине лайăхлатать, гипертони, анеми, авитаминоз, ыйхă килмен чухне пулăшать. Унăн типĕтсе авăртнă вăрринчен тунă маç ÿт аллергине, кĕçĕ чирне ирттерет, суран-кĕсене сиплет, антисептик пек усă курма аван.
Комментари хушас