Ыйтăр - юрист хуравлать

Ывăл çырăнмасăр пĕрле пурăнакан арăмне пропискăна тăратрĕ. Анчах вăл икĕ уйăхран тухса кайрĕ. Пропискăран мĕнле кăлармалла-ши ăна? Харпăрлăх хуçи эпĕ.

М. ПЕТРОВА, Вăрмар районĕ.

Хăвăр килĕшмесĕр ывăлăр арăмне сирĕн çуртра регистрацилеймен паллах. Кунта кăштах чееленетĕр. Хĕрарăма пропискăран кăларма пултаратăр. Анчах сирĕн тĕслĕхре ыйтăва суд урлă татса пама тивет.

Патшалăх хальхи вăхăтра камсене тÿлевсĕр хваттер парать?

Алина МИХАЙЛОВА, Шупашкар хули.

Вулакан ыйтăвне «Хыпар» издательство çурчĕн юрисчĕ Анастасия ТИМОФЕЕВА хуравлать:

- Раççей Федерацийĕн Çурт-йĕр кодексĕн 51-мĕш статйинче палăртнă тăрăх — соцнайм килĕшĕвĕпе çак ушкăнри граждансене тÿлевсĕр хваттер параççĕ:

Subscribe to Ыйтăр - юрист хуравлать