Комментари хушас

26 Кăрлач, 2018

Хваттер… тÿлевсĕр

Патшалăх хальхи вăхăтра камсене тÿлевсĕр хваттер парать?

Алина МИХАЙЛОВА, Шупашкар хули.

Вулакан ыйтăвне «Хыпар» издательство çурчĕн юрисчĕ Анастасия ТИМОФЕЕВА хуравлать:

- Раççей Федерацийĕн Çурт-йĕр кодексĕн 51-мĕш статйинче палăртнă тăрăх — соцнайм килĕшĕвĕпе çак ушкăнри граждансене тÿлевсĕр хваттер параççĕ:

* РФ Правительствин 2006 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчи 47-мĕш Йышăнăвĕнче çирĕплетнĕ условисене тивĕçтермен çуртра пурăнакансене; 

*  маларах соцнайм килĕшĕвĕпе хваттер илмен çемьесене; 

*  пĕр çын пуçне тивекен виçерен пĕчĕкрех лаптăклă пÿрт е хваттер хуçисене /виçене вырăнти хăй тытăмлăх управленийĕн органĕсем РФ Çурт-йĕр кодексĕн 51-мĕш статйин 2-мĕш пайĕпе килĕшÿллĕн çирĕплетеççĕ/; 

*  йывăр чирлĕ çынна пăхса пурăнакансене пĕр хваттерте е çуртра тепĕр çемьепе пĕрле тĕпленнĕ пулсан /чирсен списокне РФ Правительствин 2006 çулхи çĕртме уйăхĕн 16-мĕшĕнчи 378-мĕш Йышăнăвĕпе çирĕплетнĕ/. 

Найм килĕшĕвĕпе пурăнмалли лаптăка черетпе те, черетсĕр те параççĕ. Вырăнти хăй тытăмлăх управленийĕн органĕсенче хваттер черетне тăмалла, сахал тупăшлисен тата çурт-йĕр условийĕсене лай-ăхлатас текенсен шутне кĕртме ыйтса заявлени çырмалла, документсем хатĕрлемелле. Çурт пурăнма юрăхсăр тесе йышăнсан тата çемьере йывăр чирлĕ çын пулсан хваттерпе черетсĕр тивĕçтереççĕ.

Пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма тивĕçлисен ушкăнне кĕртнĕ граждансене Раççей Федерацийĕн, е субъекчĕн, е муниципалитетăн çурт-йĕр фондĕнчен урăх сăлтавпа /федераци саккунĕсемпе, РФ Президенчĕн указĕпе е РФ регионĕн саккунĕсемпе килĕшÿллĕн/ хваттер е çурт парсан çемьене сахал тупăшлисен шутне кĕртмесен те юрать /РФ Çурт-йĕр кодексĕн 49-мĕш статйин 3-мĕш пайĕпе килĕшÿллĕн/. Федерацин çавнашкал саккунĕсен шутне, тĕслĕхрен, «Ветерансем çинчен», «РФ Вĕрентÿ çинчен», «Раççей Федерацийĕнчи инвалидсен социаллă хÿтлĕхĕ çинчен» т.ыт.те кĕреççĕ. РФ Президенчĕн 2008 çулхи çу уйăхĕн 7-мĕшĕнчи 714-мĕш указĕ, РФ Правительствин 2011 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнчи 1223-мĕш постановленийĕ, ытти норматив акчĕсем те граждансене тÿлевсĕр хваттер памалли никĕс пулса тăраççĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.