Ыйтăм

18 Юпа, 2018

Лицейра вĕренме аван-и?

Ыран, юпа уйăхĕн 19-мĕшĕнче — Пĕтĕм Раççейри лицейçăсен кунĕ. Мĕншĕн шăпах çав кун паллă тăваççĕ-ха ăна? 19-мĕш ĕмĕрĕн пĕрремĕш çурринче Раççейри чи чаплă вĕренÿ заведенийĕсенчен пĕри Патша салинчи (Царское село) Император лицейĕ пулнă. Ăна 1-мĕш Александр император хушăвĕпе 1811 çулхи юпа уйăхĕн 19-мĕшĕнче уçнă.
Паянхи лицей ахаль шкултан мĕнпе уйрăлса тăрать-ши? Ачасене унта ăс пухма килĕшет-и? Хăйсене сăмах парар-ха.

4 Юпа, 2018

Вĕрентекен ачи пулма лайăх-и?

Учитель тесенех куç умне çутă сăнар тухать. Мĕн тери ырă вĕсем, пире тăрăшса, ырми-канми пĕлÿ паракансем! Вĕрентекенсен çумĕнче ăшăлăх туятăн, киле кайсан — тунсăхлатăн. Манăн шухăшпа, чи телейлисем — учительсен ачисем. Пурне те ыррине кăна сунакансем ачисене те тĕрĕслĕхпе сăпайлăха вĕрентни паллă. Анчах çак професси çыннин ачи пулма çăмăл-ши?

30 Çурла, 2018

Шкула кайма хатĕр-и?

Авăнăн 1-мĕшĕ — кашни ачашăн чи пĕлтерĕшлĕ кунсенчен пĕри. Вăл хавхалану, савăнăç, хумхану илсе килет. Куç хупса илмелĕх кăна — пĕлÿ çурчĕ каллех алăкĕсене уçĕ, шăнкăрав сасси янăрĕ. Пирĕн вулакансем шкула кайма хатĕр-ши? Çакна вара часах пĕлĕпĕр!

18 Çу, 2018

Хула урамне кам ятне парĕç?

Шупашкарта пурăнакансем ШĔМĕн çĕнĕ зданийĕпе Суту-илÿ çурчĕ хушшинчи çул ятне палăртаççĕ. Вăл Карл Маркс тата Ярославль урамĕсене çыхăнтарать. Муниципалитет порталĕнче уçă сасăлав пырать. Унта хутшăнакансем Чăваш Енĕн шалти ĕçсен органĕн паллă виçĕ сотрудникĕнчен пĕрне суйлаççĕ.

Pages