Комментари хушас

Учитель тесенех куç умне çутă сăнар тухать. Мĕн тери ырă вĕсем, пире тăрăшса, ырми-канми пĕлÿ паракансем! Вĕрентекенсен çумĕнче ăшăлăх туятăн, киле кайсан — тунсăхлатăн. Манăн шухăшпа, чи телейлисем — учительсен ачисем. Пурне те ыррине кăна сунакансем ачисене те тĕрĕслĕхпе сăпайлăха вĕрентни паллă. Анчах çак професси çыннин ачи пулма çăмăл-ши?

Мария АДЮКОВА, Елчĕк районĕ, Елчĕк шкулĕ:
Эпĕ телейлĕ çемьере çуралнă. Манăн атте те, анне те — вĕрентекенсем. Анне Аслă Елчĕк шкулĕ-нче ачасене тăван чĕлхене юратма, упрама хăнăхтарать. Атте — Патреккелти пĕлÿ çуртĕнче физкультура учителĕ. Вĕрентекенсен çемйинче ÿснĕшĕн питĕ савăнатăп. Вĕсем мана пĕчĕкренех дисциплинăна хăнăхтараççĕ. Анне чăваш чĕлхи предметне ертсе пынă май сăвă-калав çырма та вĕрентет. Атте спортпа туслаштарать. Уяв ячĕпе саламласа вĕсене тав сăмахĕ калатăп.

Даниил ГУРЬЕВ, Çĕрпÿ районĕ, Патăрьел шкулĕ:
Аннем — физкультура вĕрентекенĕ. Ăнашкулта та, ялта та хисеплеççĕ. Аннен урокĕсене ачасем кăмăлпах çÿреççĕ. Çакă мана та, аннене те савăнтарать. Анчах учитель ачи пулма пĕртте çăмăл мар. Мĕншĕн тесен пĕлÿ çуртĕнче хама йĕркеллĕ тытмалла. Шкулти ĕç-пуç пирки анне тÿрех пĕлет. Çавăнпа эпĕ кашни урока тĕплĕ хатĕрленсе кайма, хама тирпейлĕ те сăпайлă тытма тăрăшатăп. Çывăх çыннăм йăмăкпа иксĕмĕре тĕрĕс çул çине тăма пулăшать, ялан хавхалантарать.

Настя ИВАНОВА, Канаш районĕ, Вăтакас Татмăш шкулĕ:
Анне вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнисĕр пуçне пирĕн класс ертÿçи те. Вăл мана ытти ачаран нихăçан та уйăрмасть. Уншăн пур ача та пĕр тан. Людмила Алексеевна мана шкулта ырлани те сайра хутра. Шкулта эпĕ уншăн ача мар, вĕренекен. Вăл мана тĕрлĕ конкурса хутшăнма хавхалантарать. Çавăнпах 4 çултах сцена çине тухнă эпĕ. Ÿснĕçемĕн çитĕнÿсем те пĕрле ÿсеççĕ. Кăçал республика Пуçлăхĕн стипендине илсе тăтăм. Çакăншăн аннене те, шкулти вĕрентекенсене те тав тăватăп.
Анне килте те çирĕп тытать, уроксене вăхăтра пурнăçлама, хуçалăхри ĕçсене тума, тирпейлĕ пулма вĕрентет. Учитель ачи пулнăшăн савăнатăп, аннепе мухтанатăп.

Малалла вулас...

www.hypar.ru

Юлия АДЮКОВА.
ЧПУ студентки.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.