Çĕр çинчи юрату хăвачĕ
Кăçал, Чăваш Енри Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕнче, Пĕтĕм Раççейри çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕ хальчченхинчен те пĕлтерĕшлĕрех уява çаврăнма тивĕç. Атте-аннене, асатте-асаннене, кукаçи-кукамая чунтан тав туса çĕре çити пуç таймалли чи меллĕ самант темелле.