Çĕр çинчи юрату хăвачĕ

Кăçал, Чăваш Енри Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕнче, Пĕтĕм Раççейри çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕ хальчченхинчен те пĕлтерĕшлĕрех уява çаврăнма тивĕç. Атте-аннене, асатте-асаннене, кукаçи-кукамая чунтан тав туса çĕре çити пуç таймалли чи меллĕ самант темелле. Пире пурне те пĕтĕçтерекен çак кун çемье пурнăçĕн юбилярĕсене, нумай ача-пăча çитĕнтерекен кил-йыша, ĕç династийĕсене уйрăммăн саламласа чыслани нихçанхинчен вырăнлă. Асăннă куна халалланă Чăваш Енри тĕп уява шăпах çапла йĕркелерĕç те.

Патшалăх та хÿтĕлет

Утă уйăхĕн 6-мĕшĕнче Чăваш патшалăх филармонине республикăн районĕсемпе хулисенчен йышлă делегацисем килсе çитрĕç. Хăнасемпе лăках тулнă зал çуллахи уçланкăна аса илтерчĕ: Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕн палли салтак тÿми чечекĕ пулнине асра тытса чылайăшĕ чалт шурă çеçкеллĕ ÿсен-тăранран явнă пуç кăшăлĕ тăхăннă та — капла уяв сĕмĕ чăнах та вăйланни сисĕнчĕ.

Уява Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев килсе çитрĕ, республика ертÿлĕхĕн ытти представителĕ те йышлăн хутшăнчĕ.

Малалли. Пуçламăшĕ 1-мĕш стр..

Пухăннă хăнасене уявпа саламланă май Михаил Васильевич çапла палăртрĕ:

— Пирĕн халăх, чăваш халăхĕ, ĕмĕртен йăла-йĕрке çирĕплĕхĕпе уйрăлса тăнă. Çав шутра — çемье хутлăхĕнчи йăласемпе те. Мĕн авалтан ашшĕ-амăшĕ ачисене вĕрентсе-кăтартса пынипе, ĕçе хăнăхтарнипе çĕршыва юрăхлă ывăл-хĕр çитĕннĕ, тĕрлĕ йăхăн династийĕсем йышланса пынă. Хăйсен ĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пыракансем çĕршыв аталанăвне хăйсен тÿпине хывнă. Çавăнпах ĕнтĕ çемье патшалăха тĕреклетекен никĕс шутланать те. Уяв çывхарнă май маттур ашшĕ-амăшне, ача-пăча çуратса вĕсене тивĕçлĕ воспитани панăскерсене, тав тăватăп. Мăшăрланнăранпах килĕшÿре пурăнакан çемьесем — çамрăк ăрушăн, çемье çулĕ çине тăма хатĕрленекен хĕрсемпе каччăсемшĕн — чĕрĕ тĕслĕх.

Чăваш Республикин Ĕçлевпе социаллă хÿтлĕх министрĕ Сергей Димитриев ăрăруран ăрăва куçса пыракан çемье хаклăхĕсен пĕлтерĕшĕ республикăра пурăнакансемшĕн паян та витĕмне çухатманнине тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕ. Мăшăрланакансен йышĕ ÿсни, уйрăлакансен — чакни, нумай ачаллă çемьесем йышлансах пыни /Чăваш Енри кашни вун пиллĕкмĕш çемьере виçĕ е ытларах ача çитĕнет/ — 2017 çула Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ тесе вăхăтлă палăртнине систереççĕ.

Çемье институтне çирĕплетесси чăннипех те республикăн приоритетлă тĕллевĕсенчен пĕри пулнă май çемьене, ачасене социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтернине /çак тĕллевпе республика бюджетĕнчен çулталăкне 3 миллиард тенкĕ уйăраççĕ/ ĕнентерекен фактсем те сахал мар. Сăмахран, республикăри çемье капиталĕпе — вăл вăтамран 100 пин тенкĕпе танлашать — виççĕмĕш ача çуралнă /е усрава илнĕ/ 14 пин кил-йыш усă курма пултарнă, Раççей Федерацийĕн «Амăшĕн капиталĕ» программипе килĕшÿллĕн вара Чăваш Енри 77 пин ытла çемье сертификата тивĕçнĕ. 2010 çулта Михаил Игнатьев нумай çул пĕрле пурăнакан тĕслĕх мăшăрсене чысламашкăн «Юратупа шанчăклăхшăн» орден çирĕплетнĕ. Çакнашкал ят-сума ку таранччен 130 мăшăр тивĕçнĕ.

Тунсăхлама вăхăчĕ çук

Уяв умĕн Михаил Игнатьев çемье институтне çирĕплетес енĕпе тунă тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн асăннă наградăпа черетлĕ ушкăна — 17 мăшăра — чысласси çинчен указ алă пуснă. Тĕслĕх çемьесене шăпах асăннă уява йыхравласа «Юратупа шанчăклăхшăн» орден медалĕпе сумларĕç те.

Муркаш районĕнчи Кĕртекасси ялĕнче пурăнакан Илларионовсем — пысăк наградăна тивĕçнисен йышĕнче. Меркурий Илларионовичпа Юлия Герасимовна пĕр сукмакпа утма тытăнни çур ĕмĕр ытла тесен ĕненес те килмерĕ: сцена çине яшт! кăна хăпарса тăнă яштака кĕлеткеллĕ кил хуçи — сакăр теçетке çула çитнĕ, çутă сăнлă унăн мăшăрĕ çитмĕл урлă каçнă тесе епле калăн?

— Эй, хĕрĕм, юратсан, пĕр-пĕрне хисеплесе-ăнланса пурăнсан ватăлас килет-и вара? — çак йĕркесен авторĕ мăшăрпа çывăхрах паллашма тăрсан хăй шÿте ăста пулнине палăртрĕ Меркурий Илларионович. — Пирĕн тăрăхра сывлăш таса, çут çанталăк илемлĕ — акă мĕншĕн вăйран каймастпăр, — хушса хучĕ вăл туххăмрах.

Çамрăк курăннин, сывлăх хавшаманнин виççĕмĕш вăрттăнлăхне вара Юлия Герасимовна уçрĕ:

— Ĕçлесен пурнăçа ăнтарма пулатех.

Пĕр-пĕрне килĕштерсе 51 çул каялла пĕрлешнĕ Илларионовсем. Кил хуçи Ильич ячĕллĕ хуçалăхра чĕрĕк ĕмĕр ытла трактористсен бригадине ертсе пынă. Унăн мăшăрĕ, Муркаш районĕнчи Çĕньял Апашра çуралса ÿснĕскер, Патăрьелĕнчи училищĕре ветеринара вĕренсе тухсан направленипе шăпах Ильич ячĕллĕ хуçалăха ĕçлеме вырнаçать.

— Хĕрпе каччăлла нумай та çÿремерĕмĕр — çемье çавăрма шухăш тытрăмăр. Ырăран ыррине шырама хушман та — качча тухма сĕнсен турткалашмарăм, — çамрăклăхне йăл кулса аса илчĕ Юлия Герасимовна.

Виçĕ ача — икĕ ывăлпа пĕр хĕр — çуратса пурнăç çулĕ çине тăратнă Илларионовсем. Сергей — шалти ĕçсен тытăмĕнче, Юрий — федерацин хăрушсăрлăх службинче, Надежда Муркаш райадминистрацийĕн финанс пайĕнче ĕçлеççĕ.

— Пурнăçра çемьешĕн чи хакли — ачасем пирĕн шанăçа тÿрре кăларни, ял-йышра ята яманни. Пурте аслă пĕлÿ илчĕç, харпăр хăйне килĕшекен ĕçе вырнаçрĕç, çемьеленсе ача-пăчаллă пулчĕç. Халĕ ĕнтĕ пирĕн 5 мăнук, 2 кĕçĕн мăнук — ватлăхра кичемленсе лармастпăр, — теççĕ тăнăç çемьере арăмĕпе упăшки.

Кичемленсе лармастпăр тенĕрен, Илларионовсем паянхи кун та картиш тулли выльăх тытаççĕ. Пыл хурчĕсем пăхма та ăста вĕсем. Килти хуçалăхра темĕн тĕрлĕ улма-çырла, пахча çимĕç çитĕнтерме те ÿркенмеççĕ. Çуллахи кун хĕвелпе пĕрле тăрса вăл аничченех кĕшĕлтетеççĕ картара.

— Хĕл çитсен вара ĕç чакать. Ун чухне ал-ура çывăрса, шăм-шак хытса ан лартăр тесе йĕлтĕр сырса куллен 4 çухрăм чупатăп, — çемье сывă пурнăç йĕркипе туслине ĕнентереççĕ Меркурий Илларионовичăн сăмахĕсем.

Ырăлăх çулĕпе

Утă уйăхĕн 8-мĕшĕнче христиансем Муром çветтуйĕсен Петрпа Февронийăн кунне паллă тăваççĕ. Хăйсен шăпине тĕн службипе çыхăнтарнă мăшăрсен тĕслĕх çемйисене çак кун мар тăк тата хăçан чысламалла-ха? Уявра вĕсене ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов Тав хучĕ пачĕ.

Ырă сăмаха тивĕçнĕ пачăшкă çемйисен йышĕнче Улатăрти арçынсен мăнастирĕнче службăра тăракан Сергий атте кил-йышĕ çинчен асăнмасăр иртме çук. Çичĕ ача çитĕнтереççĕ Ольгăпа Сергей Гороховсем. Мăшăр Чăваш Ене Чулхула тăрăхĕнчен килсе çитнĕ. Сергий атте те, Ольга матăшкă та пĕлĕвне тĕн заведенийĕсенче тарăнлатнă. Хăйсен чун, ăс-хакăл пуянлăхне ачисене парассишĕн тăрăшнипе пĕрлех хăйсем тĕпленнĕ хутлăхра халăха чиркĕве çÿресе чуна тасатма, ырăлăх çулĕпе утма хавхалантараççĕ.

Асăннă уяв Гороховсемшĕн чăннипех те пысăк пĕлтерĕшлине çирĕплетсе çемье пухăннă хăнасене Муром çветтуйĕсене халалланă хайлавпа савăнтарчĕ. Çурăм тăрăх сивĕ чупса иртмелле илемлĕ, вăйлă сасăпа янăранă юрă пурнăçра чи хаклă пуянлăх юрату пулнине тепĕр хут ĕнентерчĕ.

Ирина ИВАНОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.