Пысăк пулăшу кÿнĕ
Çĕнĕ Шупашкарти çурт-йĕр тăвакан «Суор» комбинат /директорĕ Владимир Ермолаев/ çак кунсенче Пĕтĕм Раççейри Куç курманнисен обществин Куславкка районĕнчи организацине /Куславкка тата Вăрмар районĕсене пĕрлештерет/ 103 пин те 400 тенкĕлĕх пулăшу кÿнĕ. Вырăн таврашĕ, тÿшек-çытар çиттисем кÿрсе килнĕ.