Комментари хушас

Чăваш Ен Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерстви пĕлтернĕ тăрăх - Крымра тата Севастопольте пурăнакансене пулăшмашкăн тенкĕлĕх счет уçнă. Унта Раççей гражданĕсем ыр кăмăллăх тата гуманитари пулăшăвĕн шучĕпе укçа куçарма пултараççĕ. Счета Пĕтĕм Раççейри «Раççей Хĕрлĕ Хĕресĕ» общество организацийĕ йĕркелесе тăрать.

Вулакансем ăна пуянлатмашкăн пуçаруллă хутшăнасса шанса реквизитсене пĕлтеретпĕр:

Наименование получателя  Общероссийская общественная организация «Российский Красный Крест»
  ИНН: 7728014523
КПП: 77281001   
Счет: 40703810000760000170 в ОАО                                                   
«БАНК МОСКВЫ» г. МОСКВА
БИК: 044525219
К№счет: 30101810500000000219

 
 
Назначение
платежа:
Оказание благотворительной и гуманитарной помощи Крыму и   Севастополю

Чăваш Ен Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерстви çавăн пекех республика çыннисене Крымран куçса килнĕ çемьесене хăйсем патĕнче пурăнмашкăн йышăнмалли майсене пăхса тухма ыйтать.

Республика гражданĕсен информацине /8352/ 62-50-70 телефонпа, soc12@cap.ru электрон почтипе /хăйсемпе çыхăнмалли кăтартусене, сĕнекен пурăнмалли условисене пĕлтермелле/ кĕтеççĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.