Украинăран килнисене пулăшар

15 Утă, 2014

Мĕн авалтан пирĕн халăх йывăр шăпаллă тата инкеке лекнĕ граждансен хуйхи-суйхине çывăха илсе май пур таран пулăшма тăрăшнă. Украинăн кăнтăр - хĕвел тухăç пайĕнчен тарса килнисем паян хÿтлĕх кĕтеççĕ: вăрçа пула мирлĕ çĕр-çĕр çыннăн тăван килне пăрахса çуралнă çĕр-шывĕнчен тухса кайма тивнĕ.

Паянхи кун тĕлне Чăваш Республикинче вăхăтлăх хÿтлĕх тупас тĕллевлĕ 40 ытла çемье /пурте ачаллă/ кун пирки заявлени панă. Вĕсене халĕ кулленхи япаласем, тумтир кирлĕ, çавăн пекех психологи, медицина тата финанс пулăшăвĕ кĕтеççĕ. Паллах, эпир тимсĕр юлма пултараймастпăр. "Чăваш Республикинчи хĕрарăмсен канашĕ" общество организацийĕ Украинăран пирĕн хутлăха тарса килнĕ граждансене ятран пулăшмашкăн укçа-тенкĕ куçарма хăйĕн Ыр кăмăллăх фончĕн расчет счетне сĕннĕ.

Унăн реквизичĕсем:

Чăваш Республикинчи хĕрарăмсен канашĕн Ыр кăмăллăх фончĕ

428000, Шупашкар хули, Республика лапамĕ, 2-мĕш çурт,119-мĕш офис

ИНН 2130999669, КПП 213001001

"Раççей перекет банкĕ" АУОн 8613-мĕш Чăваш уйрăмĕнчи

р/с 40703810875000000039

БИК 049706609

Тÿлев тĕллевĕ: "Украинăран тарса килнисене пулăшма"

Пухнă укçа-тенкĕ уйрăм çынсене витĕмлĕ пулăшу пама каять. Чăваш Республикинчи хĕрарăмсен тата ашшĕсен канашĕсем сире, хаклă ентешĕмĕрсем, нушаллă çынсене хÿтĕлемешкĕн май тупма чĕнсе калаççĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.