Ялхуçалăх

10 Ака, 2015

Çĕре юратма вĕрентесси - пурин тивĕçĕ те

Ялхуçалăх специалисчĕсене çĕр ĕçĕ пĕрлештерет. Пĕрле тăрăшсан çеç отрасль ÿсĕмлĕ аталанасса вĕсем лайăх пĕлеççĕ. Шел те, юлашки çулсенче чылай хуçалăхра агроном, зоотехник е ветеринар çук. Механизатор пирки вара калама та кирлĕ мар. Кирлĕ чухне ăна кăнтăр çутинче хунарпа та шыраса тупаймăн. Вун-вун çул каялла хисеплĕ çын шутланнă вăл. Çуркунне çитсен хакĕ татах ÿснĕ. Умĕнче темиçе дипломлă специалист та кăмăллăн пуç тайса: «Ырă çыннăм, тархасшăн, пахча сухаласа парсам. Укçа хĕрхенмĕп», - тенĕ.

3 Ака, 2015

Мĕн акатăн - çав шăтать

Республикăри ялхуçалăх организацийĕсенче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен вăрлăхне 50 тоннăна яхăн хатĕрленĕ /кирлин 105%/. Вунтăватă районта вăл 100% ытларах. Тасатса кондицие çитерни хальлĕхе - 42,6 пин тонна /85%/. Çĕрпÿ, Вăрнар, Вăрмар районĕсенче ĕçе лайăх йĕркеленĕ - 95% тасатса кондицие лартнă, çав вăхăтрах Улатăрсен 59% çеç.

17 Пуш, 2015

Хуратул пăтти тутлă та...

Хуратул пăттине пĕрисем шутсăр кăмăллаççĕ. Услам çу ытларах ярсан пушшех те - чĕлхе çăтса яманни кăна. Теприсем - аплах мар. Ытларах - арçынсем. Салтакра пулнисем. «Унта кулленех çинĕ. Халĕ урăх апатпа сăйланар-ха», - теççĕ. Тиркенĕрен мар калаççĕ вĕсем çапла. Паллах, пĕр йышши апата кунран-кун çисен такам та йăлăхĕ. Анчах çак техĕмлĕ пăтта çар çыннин рационне мĕншĕн кĕртни çинчен вĕсем шухăшласа пăхнă-ши? Çук та пулĕ.

13 Пуш, 2015

Трак ен юбилейре савăнчĕ, ĕç пирки те манмарĕ

Халăх каларăшĕнче «Кам тăрăшать, палăртнă çĕре тĕллевлĕ утать - ăна Турă та хăват парсах тăрать» текен ăнлав пур. Çак хăвата Трак тăрăхĕнче пурăнакан халăх та чăннипех тивĕçнĕ. Мĕншĕн тесен кунти çынсем производствăра та кăтартусене ÿстерсех пыраççĕ, вăтам предпринимательлĕхре те май килтереççĕ, вĕренÿре те, культурăра та - районти мĕнпур сферăпа отрасльте тăрăшулăхпа палăраççĕ, пĕрле вăй хурса хăйсен тăван тăрăхĕн хăватне, унăн чыс-сумне ÿстереççĕ. Районти промышленность предприятийĕсем пĕлтĕр 547,4 млн тенкĕлĕх продукци, малтанхи çул кăтартăвĕнчен 2,6 хут ытларах, туса кăларнă.

17 Нарăс, 2015

Тинех! Ял урамĕсенче лайăх çулсем тăвăпăр

Чăваш Енри кашни ял-поселока çутçанталăк газĕ кĕртсен пурнăç çăмăлланнине çынсем кăмăллăн пĕлтернине, пÿрте хутса ăшăтма вутă-шанкă, çĕркăмрăкĕ турттарнă ветерансем, амăшĕсем пушшех савăннине лайăх астăватăп. Мĕнпур ял-поселока çитиччен асфальт-бетон çул хывса автотрассăпа çыхăнтарни те пурнăçа çăмăллатрĕ.

Pages