Комментари хушас

17 Нарăс, 2015

Тинех! Ял урамĕсенче лайăх çулсем тăвăпăр

Чăваш Енри кашни ял-поселока çутçанталăк газĕ кĕртсен пурнăç çăмăлланнине çынсем кăмăллăн пĕлтернине, пÿрте хутса ăшăтма вутă-шанкă, çĕркăмрăкĕ турттарнă ветерансем, амăшĕсем пушшех савăннине лайăх астăватăп. Мĕнпур ял-поселока çитиччен асфальт-бетон çул хывса автотрассăпа çыхăнтарни те пурнăçа çăмăллатрĕ.

Урамсенче çул тăвас ыйтăва совет саманинчех хускатнă. 1970-1980 çулсенче хыснаран уйăракан укçа, хуçалăхсем ĕçлесе илнĕ кĕмĕл пайтахчĕ. Анчах темшĕн çав ыйтăва татса памарĕç. Çав вăхăтрах хуласенче нумай хутлă пурăнмалли çуртсем, заводсем çĕкленчĕç. 1990 çулсенче Раççей патшалăхĕпе экономикине реформăланисем халăха тăрантасси, экономика кризисĕнчен тухасси çинчен ытларах шухăшларĕç. Çынсем урамсенче çул хывассине район, ял пухăвĕн кун йĕркине кĕртме ыйтрĕç. Анчах патшалăх тата муниципалитет йĕркеленĕвĕсем урамсене çул хывса параймарĕç. "Çÿлтен" укçа уйăрса пулăшайманнипе ял тăрăхĕсенчен хăшĕ-пĕри хăйĕн вăйĕпе турĕ. Çак тапхăр историйĕ вăрăм, кăткăс. Ăна ял администрацийĕн пуçлăхĕсем, çав вырăнта ĕçленисем питех аса илесшĕн мар. Вĕсем ертсе пынипе, ял-йыш, вырăнти депутатсем ыйтнипе вырăнти чухăн хыснаран укçа уйăрса, заводсенчен, вите-сарай ишĕлчĕкĕнчен стройматериал турттарса чылай урам çулне хытарчĕç.

Пĕлтĕр Патăрьел районĕнчи Алманчă, Шупашкар районĕнчи Шемшерпе Сарапакасси, Йĕпреç районĕнчи Эйпеç, Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Атнар ял тăрăхĕсенчи, Елчĕк районĕнчи Тускел ялĕнчи Шкул урамĕнчи вак чул сарнă урамсемпе утса çÿрерĕм, А.Гурьев староста, М.Ивановпа Л.Семенов депутатсем тăрăшнипе Тăвай районĕнчи Нÿшкасси ялĕнчи Горький урамĕнчи çула çĕр купаласа хăпартнине, Ураскасси ялĕнчи Киров, Ильич, Вăрман урамĕсене тикĕсленине, В.Никифоров староста ертсе пынипе çулăн çуррине вак чул сарнине куртăм, Анаткас Тушкил ялĕнчи Хĕвелтухăç урамне хытарассипе самай ĕç тунине, нумаях пулмасть Кармал ялĕнче иртнĕ пухăва хутшăннисем урамсене çул хывас ыйтăва çивĕч лартнине пĕлтĕм. Паллах, çав çулсем асфальт-бетонран хывнипе танлашаймаççĕ. Çапах техникăпа тата çуран çÿреме лайăх.

Юлашки вăхăтри ырă ĕçсем пирки сăмахлас килет. Канаш районĕнчи Ешкилт ялĕнчи Калинин урамĕнче колхоза пĕрремĕш трактор çитнĕренпех йĕпе-сапара пылчăк çăрăлнă, техника лапрана пайтах путса ларнă. "Лачакана пĕр атă çеç хывăнса юлман", - терĕ кинемей. 1938-1946 çулсенче СССР Аслă Канашĕн Президиумĕн председателĕ пулнă Михаил Калинин ячĕллĕ урамра пурăнакансем аптранипе ĕнсе хыçнă: мĕн тумалла? Шупашкартан ял-йышпа тĕлпулма пуçлăхсем килсен çул тăвас ыйтăва çынсем пĕрре çеç мар çĕкленĕ.

"Раççей саккунĕпе килĕшÿллĕн ял тăрăхĕнче çул хывма укçа вырăнти хăйтытăмлăх хыснинчен уйăрмалла", - хуравланă пĕрремĕш. "Республикăн Экономика министерствине документсем парса объекта инвестици программине кĕртмелле", - ăс панă иккĕмĕш. Анчах ĕç-пуç яла бульдозер ăсатасси, хăйăр, вĕт чул, вĕри асфальт тиеттерсе ярасси патне çитмен. Вара çынсем влаç пулăшасса шанма пăрахнă, пĕлтĕрхи ноябрь уйăхĕнче нимене тухнă. Ĕлĕкхи выльăх витине пăсса яла кирпĕч турттарнă, çул тăршшĕпе ăна пĕр сий тата ун çине керамзит сарнă. Кунта А.Игнатьев, Р.Дмитриев, ытти кÿршĕ-аршă уйăхĕпех вăй хунă - 450 метр çула хытарнă. Ĕç тума райадминистрацин пай ертÿçи В.Павлов та пулăшнă.

Янкăлч ял тăрăхĕнчи Сивçырмасем те М.Яковлев урамĕнче пылчăк çăрăлнăран техникăпа пĕрре çеç мар путса ларнă. Пухăнса канашланă та ĕçе пикенме тĕллев лартнă. Иртнĕ çулхи ноябрьте 600 метр тăршшĕ, 3,5 метр сарлакăш çула кирпĕчпе вĕт чул сарса тухнă. Канаш райадминистраци секторĕн заведующийĕ В.Петров, ялти О.Владимиров ертсе пынипе ниме уйăха тăсăлнă. Çынсем ĕçе куллен тухнă. В.Кузьмин хăйĕн тракторĕпе урам хушшине юр лариччен кивĕ фермăран кирпĕч турттарнă. Ĕçе Сивçырмари В.Кудрявцев, В.Егоров, Н. тата Ю.Максимов, В.Кузьмин, В.Михайлов, Ф.Федоров, ыттисем хастар хутшăннă.

Тăвай районĕнчи Çĕнçырма ялĕнче пурăнакансем çуркунне-кĕркунне çул алтăкланнăран чăрмава нумай лекнĕ. 2014 çулхи ноябрьте Ленинградпа Пушкин урамĕсене çыхăнтаракан сыпăка хăйсемех хытарнă. Кашни çемье 500-1000 тенкĕ хывнă. Нимере Максимовсем, Афанасьевсем, Ниловсем, Павловсем, Сергеевсем, В.Васильев, А.Кириллов, Е.Кобяков, С.Савельев, М.Никитин тăрăшулăх кăтартнă.

ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырура çапла каларĕ: "Халăх пурăнакан çĕрти урамсенчи çулсем япăх пулнине çынсем мана пĕр хутчен çеç мар ÿпкелешсе пĕлтерчĕç. Эпĕ вĕсен пăшăрханăвне ăнланатăп. Халăх пурăнакан кашни вырăнах хытă сийлĕ çулпа çыхăнтармалли программăна пурнăçланнинчен кĕтнĕ социаллă пурнăçпа экономика тухăçлăхĕ хысна тăкакĕсемпе шайлашуллă пулса тухаймарĕ. Асăннă программăна хывнă питĕ нумай укçа, хавхаланчăк прогнозсене пăхмасăр, инçетри ялсенче производство ĕçне аталантарма катализатор евĕр витĕм кÿреймерĕ, çавăнпа та ял тăрăхĕн бюджечĕсем налукран кĕрекен шантарнă йышлă нухрата илеймерĕç. Паян ял тăрăхĕсен çулсене тытса тăма та, çулсем тума та укçа çук. Йĕркеленнĕ лару-тăрăва тата районсенче пурăнакансен шухăш-кăмăлне шута илсе эпĕ Чăваш Республикинчи халăх пурăнакан вырăнсенчи урамсемпе çул-йĕр тытăмĕн регионти пахалăх стандарчĕсене туса хатĕрлеме хушрăм. Çав стандартсемпе килĕшÿллĕн 2015 çултан пуçласа ял çĕрĕнчи халăх пурăнакан вырăнсенче куçăмлă сийлĕ автомобиль çулĕсем тума тытăнаççĕ".

ЧР Пуçлăхĕ хăйĕн умне çак тĕллеве лартнине яллă вырăнсенче пурăнакансем ырласа кĕтсе илчĕç. Çывăх вăхăтра Михаил Игнатьев указ кăларса ăна пурнăçлама ЧР Министрсен Кабинетне хушасса, вăл çулсем хывассине мĕнле йĕркелесси пирки йышăну кăларасса, ĕçе пурнăçлама кăçал мĕнпур шайри хыснаран укçа мĕн чухлĕ уйăрассине пĕлтерессе кĕтетпĕр.

Юрий МИХАЙЛОВ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.