Ун патне пулăшу, канаш ыйтма çÿрекен нумай. Ахальтен мар паллах: Николай Самсонов — Шупашкар районĕнчи Ишек ял тăрăхĕн депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ, Чаканар ялĕн старостинче 19 çул тăрăшать.
Чăваш Республикин Муниципалитет йĕркеленĕвĕсен канашĕн правленине малашне Элĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов ертсе пырĕ. Правленин тата республикăри район центрĕсен администрацийĕсен пуçлăхĕсен Палатин анлă ларăвĕнче шăпах Александр Николаевича председатель пулма пĕр саслăн суйларĕç.