Комментари хушас

18 Ака, 2018

Çĕршыв аталанăвĕ вĕсенчен те килет

Паян Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче Вырăнти хăй тытăмлăх кунне халалласа савăнăçлă мероприяти иртрĕ.

«Эсир халăха хумхантаракан чи çивĕч те пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса пама хутшăнатăр. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен уçă пулмалла, хăйсен тăрăхĕнче пурăнакансен шанăçне çĕнсе илмелле», — терĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев муниципалитет служащийĕсене уяв ячĕпе саламланă май. Вăл çак тытăмра пуçаруллă çынсем ытларах пулсан аваннине палăртрĕ, çĕршывăн малашлăхĕ вĕсенчен те килнине аса илтерчĕ. Раççей ертÿлĕхĕ ялсемпе хуласен аталанăвĕ валли пысăк укçа уйăрнине каларĕ. Тĕслĕх вырăнне «Ял территорийĕсен тăнăçлă аталанăвĕ» программăна илсе кăтартрĕ, ăна 2030 çулччен тăснине пĕлтерчĕ.

ЧР Муниципалитет йĕркеленĕвĕсен канашĕн правленийĕн председателĕ Александр Куликов вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем хăйсен территорийĕнчи социаллă пурнăçпа экономика ыйтăвĕсене татса парас ĕçе хастар хутшăннине палăртрĕ.

Мероприятие килнисене çавăн пекех ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Альбина Егорова, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов саламларĕç. Вырăнти хăй тытăмлăх аталанăвне пысăк тÿпе хывнисене, çавăн пекех ЧР Муниципалитет йĕркеленĕвĕсен канашĕ йĕркелекен конкурссен çĕнтерÿçисене уявра награда парса чысларĕç.