Вырăнта

17 Ака, 2020

Çемйипех бизнеса аталантараççĕ

Муркаш районĕнче пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе аталантарма 9 çынран тăракан канаш йĕркеленĕ. Ăна ертсе пыма Владимир Паладьева шаннă. Муркаш тăрăхĕнче Паладьевсене аван пĕлеççĕ. Çемье бизнесĕ ăруран ăрава куçать. Çак ĕçе малтан Дмитрий Паладьев тытăннă, вак суту-илĕве кÿлĕннĕ.