Çемйипех бизнеса аталантараççĕ

17 Ака, 2020

Муркаш районĕнче пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе аталантарма 9 çынран тăракан канаш йĕркеленĕ. Ăна ертсе пыма Владимир Паладьева шаннă. Муркаш тăрăхĕнче Паладьевсене аван пĕлеççĕ. Çемье бизнесĕ ăруран ăрава куçать. Çак ĕçе малтан Дмитрий Паладьев тытăннă, вак суту-илĕве кÿлĕннĕ. Вăхăт иртнĕ май ашшĕне ывăлĕ те пулăшма пикеннĕ. Владимир бизнесра вунă çул ытла тăрăшать.
— Пĕрлешÿ предприяти-организацие, учрежденисене строительство материалĕсемпе тивĕçтерет, вак суту-илÿпе аппаланать, — ĕçĕхĕлĕпе паллаштарчĕ Владимир Паладьев. — Ытларах çемьепе вăй хунăран, пĕр-пĕрне шаннăран бизнесра та çăмăлрах.
— Вак суту-илÿре производство тытса пынинчен çăмăлрах-тăр? — ыйтрăм унран.
— Пур ĕçĕн те хăйĕн йывăрлăхĕ. Тупăшлă ĕçлес тесен малашлăха курса-пĕлсе тăмалла, кашни утăма шухăшласа тумалла. Унсăрăн самантрах çука юлатăн. Бизнесра хăвăн çине шанса ĕçлемелле. Конкуренци çивĕч, çакă пире лайăхрах ĕçлеме хистет. Районсенче те гипермаркетсем тымар янăран вак суту-илĕве тухăçлă йĕркелеме пĕлмелле, — терĕ вăл. — Районта пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх канашĕн председателĕ пулнă май вырăнти бизнес аталанăвне мĕнле хаклатăр? — пĕлесшĕн пултăм эпĕ.
— Пирĕн тĕллев — района инвестицие явăçтарасси, яла çĕкленме пулăшасси. Бизнеса аталантарассипе Муркаш районĕ республикăра та малтисен йышĕнче. Район администрацийĕ çумĕнче пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе пулăшассипе канаш йĕркелени те çакна çирĕплетет. Кун пекки ытти çĕрте сахал-ха. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев усламçăсене пулăшма, вĕсен шухăшне шута илме тăрăшать, çĕнĕлĕхсене ырласа йышăнать, — палăртрĕ пайтаçă. — Канаша ертсе пынă май мĕнле йывăрлăхсемпе тĕл пулатăр? — Кирек мĕнле ĕçре йывăрлăхсем пулнă, пулаççĕ те.
Районта бизнеса аталанма пулăшмашкăн хамăртан мĕн кирлине йăлтах пурнăçлатпăр. Хальхи вăхăтра канашра эпир 11- ĕн. Час-часах пуçтарăнса çивĕч ыйтусене сÿтсе яватпăр. Предпринимательсем пĕр-пĕр ыйту сиксе тухсан шăнкăравлаççĕ, пулăшма ыйтаççĕ, — терĕ Владимир Дмитриевич. — Пĕрле йывăрлăха çĕнтерме çăмăлрах. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Лариса НИКИТИНА. Лидия ПАВЛОВА сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.