Вĕлле хурчĕ
Вĕлле хурчĕ аташмĕ
Вĕлле хурчĕсем нектар пуçтарма пуçлас умĕн кашни çуркуннех йĕри тавралăха вĕçсе пăхса çаврăнаççĕ. Вĕсем вĕçсе çаврăнакан тавралăх 3 çухрăм. Çак радиусра киле таврăнма кирлĕ тĕрлĕ паллăсене питĕ лайăх астуса юлаççĕ. Паллă /ориентир/ вырăнне йывăç, вăрман хĕрри, çул, тĕрлĕ çурт-хуралтă тата ытти те кĕреççĕ.