Комментари хушас

2 Ака, 2015

Вĕлле хурчĕ аташмĕ

Вĕлле хурчĕсем нектар пуç­тарма пуçлас умĕн кашни çуркуннех йĕри тавралăха вĕçсе пăхса çаврăнаççĕ. Вĕсем вĕçсе çаврăнакан тавралăх 3 çухрăм. Çак радиусра киле таврăнма кирлĕ тĕрлĕ паллăсене питĕ лайăх астуса юлаççĕ. Паллă /ориентир/ вырăнне йывăç, вăрман хĕрри, çул, тĕрлĕ çурт-хуралтă тата ытти те кĕреççĕ.

Енчен те утарçă вĕллене унчченхи вырăнтан куçарса каять тăк тепĕр ирхине нектар пухма тухнă вĕлле хурчĕсем хăйсен килĕ тĕлне çул тупаймаççĕ. Çухалса кайса вилсе пĕтме пултараççĕ. Çавнашкалах вĕсем вĕçекен вырăнта ăнсăртран хăвăрт улшăнусем пулсассăн та вĕлле хурчĕсем арпашăнаççĕ. Ăнсăртран улшăну шутне харăсах темиçе йывăçа касни, унччен ларнă хуралтăна сÿтни т.ыт.те кĕреççĕ. Çĕнĕ хуртсем хăйсен çемйине таврăнаймасан, паллах, пыл илесси те чакать. Çавăнпа утар çывăхĕнче улшăнусене вĕлле хурчĕсене хăнăхмалла - ерипенрех - тума тăрăшмалла.

Çулла вĕллесене урăх вырăна куçармалла пулсан çак ĕçе вĕлле хурчĕсене пĕчĕккĕн хăнăхтарса тумалла. Вĕллесене каçхине, хуртсем пуçтарăнсан тиесе каймалла. Çĕнĕ çĕрте ирччен вырнаçтарса лартмалла. Ирхине вара вĕçсе тухакан вĕллерен хуртсем тÿрех ирĕке инçете ан вирхĕнччĕр. Малтан хăйсем çĕнĕ вырăнта пулнине туйса илччĕр.

Çакна çапларах йĕркелеме пулать. Ирпе-ирех, хуртсем вĕçсе тухнă тĕле чĕрĕ курăк кăпăшкалатса хумалла. Ĕçе вĕçекен хуртсен курăк хушшипе хиркеленсе тухма тивет. Çавна май вĕлле хурчĕ хăйсен йĕри таврашĕнче улшăну пулнине туйса илет. Çавăнпа тÿрех сĕткен пухма вĕçмест, малтан тавралăхпа паллашма пикенет. Тавралăха тĕпченĕ хыççăн хуртсем çула вĕренсе çитеççĕ те тăрăшсах нектар пуçтарма тытăнаççĕ.

Çакнашкал ĕç харама каймĕ. Пĕчĕк ĕçченсем тухăçпа савăнтарĕç.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.