вăрлăх

2 Пуш, 2017

Вăрлăх туянма та пĕлмелле

Пахчаçимĕç епле пуласси вăрлăхран нумай килет. Мĕнле сорт, унăн пахалăхĕ т.ыт.

Вăрлăх туяннă чухне мĕн пĕлмелле-ха?

1. Кашни хутаç çинче вăрлăх туса кăларакан пĕрлешĕвĕн ятарласа штемпельпе çапни пулмалла. Унта парти номерĕ, вăрлăх виçи, хăçан хатĕрлени курăнмалла. Типографирех йăлтах çапнă хутаç час-часах ултавлă килсе тухать.

9 Нарăс, 2017

Пӳртри панча

Тымарлантарма лартнă хунава панча условийĕ туса памалла. Капла вĕсем лайăхрах аталанаççĕ. Пысăкрах савăта лартнă сапана çиелтен çутă пластик стаканчикпе витсессĕн пĕчĕк парник пулать те. 100 е 200 грамм кĕрекен пластик стакана лартнă хунава çиелтен тепĕр стаканпа хуплама йывăртарах. Ал айĕнчи япаласенчен парник хатĕрлеме пулать. Тĕссĕр, витĕр çутă яракан кирек мĕнле пысăкрах савăтран та парник тума май пур. Тĕслĕхрен, кивĕ аквариум. Вăл чат юсавлă пулни кирлĕ те мар.

9 Нарăс, 2017

Миçе кунран шăтса тухать?

Вăрлăхăн шăтаслăхĕ мĕнлине епле пĕлмелле? Хăçан акмалла, вăрă миçе кунран шăтса тухать? Шăтса тухнă хыççăн миçе кунран çимĕç пулать? Çакнашкал ыйтусем пахчаçăна кăсăклантарма пуçланă та ĕнтĕ. Ӳсен-тăран мĕнле аталаннине пĕлни пахчаçимĕç вăрлăхне хăçан акмаллине палăртма май парать. Вăрлăх епле шăтасси унăн пахалăхĕнчен, ăна акма хатĕрленинчен те килет. Таблицăра килте аксассăн шăтас вăхăта илсе кăтартнă.

11 Çĕртме, 2015

Тымар ан çĕртĕр тесен...

Сутуçăсем каланă тăрăх, кăçал, иртнĕ çулсенчипе танлаштарсан, вăрлăх 3-4 хут нумайрах сутнă. Кăна çапла çеç ăнлантарма пулать - çынсем хăйсем пахчаçимĕç ытларах туса илесшĕн. Çак пулăм пушă выртакан çĕрсем сахалланасса та шантарать.

Тем тесен те чăваш чун-чĕринче хресчен туйăмĕ, çĕр çинче тăрмашасси вăйлă аталаннă. Пахчара е уйра вăй хуракан хăйĕн лаптăкне йĕркере тытса тăма тăрăшатех.

Россельхознадзорăн республикăри управленине килекен çырусен авторĕсем кÿршисем лаптăкĕсене тĕрлĕ йăх-яхран тасатманшăн кăмăлсăрланнине палăртаççĕ.