Комментари хушас

9 Нарăс, 2017

Вăрлăха стратификацилесси

Вăрлăха стратификациленин пĕлтерĕшне тĕплĕнрех ăнлантарса параймăр-ши?
Иван ПРОХОРОВ.
Çĕмĕрле районĕ.

Ӳсен-тăран вăрлăхне вăхăт çитичченех вăратнине, ӳсме хатĕрленине стратификаци теççĕ. Çак ĕçе килтех йĕркелеме пулать. Хăшпĕр ӳсен-тăран вăрлăхне акиччен хĕл сиввине «кăтартмалла». Çут çанталăкра вăрă çĕре ӳксе çулçăпа витĕнет, нӳрĕпе шӳсе сарăлать, сивĕ юрпа витĕнсе хĕл каçать, вăрă хуппи исленет те вăл çуркунне ӳсме тытăнать. Килте вара çак ĕçе пахчаçă ирттерет.

Нӳретсе шӳтернĕ вăрлăха холодильникра 2-5 эрне тытмалла. Çакă вăрă тĕввине хĕллехи ыйха путарать, вăрлăх типсе каясран чĕркенĕ пусма таткине нӳретсе тăмалла. Холодильникран кăларсан вăрлăха ăшăра /вĕрире мар/ тытатпăр, тăпрана акатпăр. Вăрă «çуркунне çитнипе» вăранать, ӳсме пуçлать. Ăшăра упраннă стратификацилемен вăрлăха тӳрех аксассăн вăрă вăранаймасăрах юлма пултарать, çĕрсе пĕтет.

Нумай çул ӳсекен йывăç-курăк вăрлăхне стратификацилеççĕ. Тархун, орегано, тимьян, лаванда, улмуççи, груша, жимолость, сырлан.

Вăрлăх хутаçĕсем çинче чылай чухне стратификацилемелли пирки калани çук. Лаванда йышĕнчи курăк-чечек вăрлăхне сивĕтсе хатĕрлемелли çинчен асăрхаттарни тĕл пулкалать. Вăрлăха хĕлле маларах акса çитĕнтерес тесессĕн ăна стратификацилени вырăнлă.

Вăрлăхăн 3 тĕсне палăртмалла:

— стратификацилемесĕрех лайăх шăтаканнисем;

— ăшăпа тата сивĕпе черетлесе хатĕрлемеллисем;

— сивĕпе хатĕрлемеллисем.

Пĕрремĕш ушкăна тропик тăрăхĕнче çитĕнекен ӳсен-тăран кĕрет. Унта хĕл пулманнипе вăрлăхăн кану вăхăчĕ çук. Çавăнпа ăшша юратакан пахчаçимĕç вăррине стратификацилемелле мар. Помидор, пăрăç, баклажан, кавăн-кабачок кĕрет ку йыша. Вĕсене акас умĕн икĕ-виçĕ кун йĕпетсе тытни çителĕклĕ.

Иккĕмĕш ушкăна субтропик тăрăхĕнчи ӳсен-тăрана кĕртмелле. Ку йышри вăрлăха нӳретмелле те 3-4 эрне ăшăра Ç15... Ç20 градусра тытмалла. Унтан сивĕре — икĕ эрнене яхăн тытмалла.

Виççĕмĕш ушкăнрисем хĕл вăхăчĕ мĕнне «пĕлекеннисем». Хĕлле вĕсем çут çанталăкра тĕлĕреççĕ. Çуркунне вăранаççĕ. Килте хĕл вăхăчĕ туса пани вĕсене вăранма пулăшать. Çĕр çырли, жимолость, сырлан, нумай çул ӳсекен курăксем. Вĕсене хĕлле сивĕре икĕ-виçĕ эрне тытмалла.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.