Вăрăм ĕмĕрлисем

30 Утă, 2016

Сакăр лаша пек ĕçлекенскер

— Сывах-и, Еля аппа? Мĕнле пурăнатăн? — калаçса иртсе каять килĕ умĕнчи сак çинче ларакан ватă хĕрарăмпа иртен-çÿрен. Кÿршĕ ял çыннисем те тарават унпа.

30 Утă, 2016

Ăшă кăмăллă, вĕри чунлă

100 çула çитнĕ, унтан та ытларах пурăннă е пурăнакан çынсен кун-çулĕпе тахçанах кăсăкланнă май эпĕ вăрăм ĕмĕрлисем пирки нумай çыратăп. 1916 çулта çуралнисем пирĕн тăрăхра хальлĕхе пĕрре çеç: Алманчри Ольга Спиридонова. Кĕтнĕ самант çитрĕ: утă уйăхĕн 22-мĕшĕнче вăл пĕр ĕмĕр тултарнине паллă турĕ.