Хастарлăхне çухатман
Зоя Плотникова хăйĕн пурнăçĕ çинчен ачалăхран пуçласа паянхи кунччен хумханса, çав вăхăтрах савăнса каласа пачĕ.
«1935 çулхи çĕртме уйăхĕн 25-мĕшĕнче Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Çичпÿрт ялĕнче çуралнă вăл. Атте-аннене астумастăп. Анне эпĕ виçĕ çулта чухнех вилнĕ. Атте пирĕн ылтăн алăллă çын пулнă: кăмака тунă, атă-пушмак юсанă… Унăн пысăках мар арманне çынсем тырă авăртма çÿренĕ. Ялтан темиçе çемье куçса кайнă чухне атте те аслă пиччепе пĕрле Казахстана çул тытнă. Эпир, ачасем, тăваттăн хамăрах пурăннă. Пире аслă аппа Клавдия пăхнă. Атте питĕ куляннипе чирлесе кайса икĕ çултан Казахстанрах вилнĕ. 1927 çулта çуралнă Егор пичче салтака кайнă хыççăн киле каялла таврăнман. Вăл Куйбышев облаçĕнчи Сызрань хулинче ĕçлеме юлнă. Аслă аппа Клавдия колхозра ĕçленĕ. Мана, кĕçĕннине, вăл питĕ тăрăшса пăхнă. Çурлапа тырă вырнă чухне пирĕн Клавдие, Хветла аппапа Маюк аппана çитекен çук тетчĕç. Каярах вара аппа сурăх ферминче ĕçленĕ. Ÿссен мана Шупашкара пĕр çемьене ача пăхма илсе кайрĕç, каçхи шкула вĕренме вырнаçтарчĕç. Ĕçлеме ÿркенмен эпĕ, дачăра çум çумланă, шăварнă. Паянхи кун та вĕсен мăнукĕсемпе çыхăнăва çухатман.
Пĕр-икĕ çул пурăнсан Ваççили пичче мана каялла илсе килчĕ, вĕсен ачисене пăхма лекрĕ. Ялта тÿрех комсомол секретарьне суйларĕç. Çав вăхăтра колхоза вăрман касма план панăччĕ. Эпĕ комсомол секретарĕ пулнă май ялта клуб тума йывăç кирлĕ тесе колхоз председательне пĕлтертĕм. Тăхăр çамрăка пуçтарса Вологда облаçне йывăç касма илсе кайрĕç. Пулас мăшăрпа Евгений Владимировичпа унта паллашрăм. Вăл Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Хуракасси ялĕнченччĕ. Каçхине ĕçрен пушансан çынсене кĕпесем çĕлесе параттăм.
Эпĕ тăрăшнипех Çичĕпÿртре клуб хăпарса ларчĕ. Колхоз председателĕ Аркадий Мочалов мана пĕррехинче çапла каларĕ: «Клуб хăпартас тесе хăв питĕ тăрăшрăн, анчах унта ташласа та кураймарăн, урăх яла качча тухрăн».
Хуракасси ялĕнче 1956 çултанпа пурăнать Зоя Плотникова. Качча пынă чухне упăшкин пÿрчĕ питĕ начар пулнă. Мăшăрĕпе иккĕшĕ тăватă уйăхлăха Киров вăрманне йывăç касма кайнă. Кăштах укçа пуçтарнă хыççăн хĕллене пÿрт туса кĕнĕ. Семеновкăри тăванĕ-пĕтенĕ кÿршисем питĕ пулăшнине калать хĕрарăм.
Тивĕçлĕ канăва тухичченех фермăра ĕçлет вăл. Тăрăшулăхĕшĕн Ĕç Мухтавĕн орденне тивĕçет. Тав хучĕ, ытти медаль те пур унăн.
Ултă ача çуратса ÿстереççĕ упăшкипе иккĕшĕ. Тĕслĕх шайĕнчи çемьене «Юратупа шанчăклăх» орденпа чысланă.
80 çул тултарнă пулин те хастарлăхне çухатман Зоя Ивановна. Хальхи вăхăтра хĕрарăм пĕчченех пурăнать пулин те хурт-хăмăр пăхать, тăрăшсах мăнукĕсене ура çине тăма пулăшать.
Маргарита МИХАЙЛОВА.
Сĕнтĕрвăрри районĕ.
Комментари хушас