уявсем

28 Ака, 2018

Халăхпа пĕрле канма

Тĕп хулара иртекен Çуркуннепе Ĕç уявĕн программи самай пуян. Йăлана кĕнĕ пекех, савăнăçлă мероприятисен ярăмне халăх Шупашкарăн тĕп урамĕсемпе утни уçĕ. Общество организацийĕсен, тĕрлĕ предприяти- учреждени ĕçченĕсем, çамрăксем хутшăннипе йĕркеленекен колоннăсене вĕрсе калакан оркестр ертсе пырĕ. Хулан кашни районĕнчен пухăнакан ушкăнсем В.Чапаев скверĕнче 9 сехетре тĕл пулĕç. Ленин проспектĕнчен пуçласа Хĕрлĕ тÿреме çити тăсăлакан хаваслă марш 10 сехетре пуçланĕ.

25 Ака, 2018

Çуркуннепе ĕç уявĕ

Уяв пархатарлă ĕçе, ĕç çыннине мухтать, халăха пĕтĕçтерет, унăн пурнăçри яваплăхне ÿстерет. Ĕç çынна ăс-хакăл тĕлĕшĕнчен ÿсме, аталанма пулăшать, тăван çĕршыва хисеплеме вĕрентет.

24 Ака, 2018

Яковлев, чăваш чĕлхи ячĕпе ирттернĕ уява республика тулашĕнчен те килсе çитрĕç

Тăван чĕлхе — наци культурин управçи, этемлĕхĕн нумай тĕрлĕ культура пуянлăхне сăнарлакан тата сайра тĕл пулакан паха тупра.  Çак кунсем чăваш тĕнчишĕн питĕ сăваплă. Шăпах çак вăхăтра, 170 çул каялла, чăваш çутлăхне çул уçнă Иван Яковлевич Яковлев çуралнă.

Pages