Пурнăç тем те кăтартать...
Театр тĕнчи асамлă та илĕртÿллĕ. Сцена çинчи ĕç-пуçа сăнанă май куракан самантлăха та пулин хăйĕн хуйхи-суйхи пирки манать те сăнарсен пăшăрханăвĕ-савăнăçĕпе, ыратăвĕ-юратăвĕпе пурăнать. Тепĕр чухне хăйне тахçантанпах канăçсăрлантарнă ыйтăвăн хуравне те кунтах тупать, малалла талпăнма çĕнĕ вăй-хăват илет.