Комментари хушас

25 Авăн, 2014

Пурнăç тем те кăтартать...

Театр тĕнчи асамлă та илĕртÿллĕ. Сцена çинчи ĕç-пуçа сăнанă май куракан самантлăха та пулин хăйĕн хуйхи-суйхи пирки манать те сăнарсен пăшăрханăвĕ-савăнăçĕпе, ыратăвĕ-юратăвĕпе пурăнать. Тепĕр чухне хăйне тахçантанпах канăçсăрлантарнă ыйтăвăн хуравне те кунтах тупать, малалла талпăнма çĕнĕ вăй-хăват илет. Çапла, театр искусствин витĕмĕ пысăк. Артист этемлĕхĕн тĕрлĕ çитменлĕхĕ пирки сцена çинчен уççăн пĕлтерме пултарать. Куракана вара хăйĕн çине айккинчен пăхма май парать.

Спектакльсем, çул çÿревсем...

Иртнĕ эрнере Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх Çамрăксен театрĕ çĕнĕ, 82-мĕш сезона, уçрĕ. Артистсем куракансене тĕлĕнтерме, савăнтарма яланах хавас. Хальхинче те ырă йăларан пăрăнман вĕсем. Куракансем кăнтăрла «Чĕрĕ Сăмах» сăвă-кĕвĕллĕ ревю (Чăваш Респуб-ликин искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ Иосиф Дмитриев (Трер) тыткăнне лекрĕç тĕк каçпа «Пирĕн атте авланать» камите (Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ Валерий Иовлев) курса кăмăлĕсене çĕклерĕç.

Сăмах май, пĕрремĕш спектакле лартма Чăваш Республикин Пуçлăхĕн гранчĕ те пулăшнă. Ăна Геннадий Айхи сăвăç юбилейне халалланă. Черетлĕ сезон тепĕр паха пуçарупа паллă: асăннă спектакле кăтартнинчен пухăннă укçа-тенкĕ «Айхи» общество фондне куçĕ. Театра юратакансем В.Иовлев камитне çĕртме уйăхĕн 11-мĕшĕнчех хак пама пултарнă. Апла пулин те кĕрхи каçпа та халăх йышлă пуçтарăнчĕ премьерăна. Эппин, Чăваш Республикин искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ Вячеслав Оринов лартнă спектакле хапăлласах йышăнчĕ куракан.

Çывăх вăхăтра театр тусĕсем тепĕр премьерăпа паллашĕç. Ку вăл – «Ылтăн кĕрÿ» камит. Унăн авторĕсем – Александр Пăртта драматург, артист тата Вячеслав Оринов режиссер. Хальхи чăваш тата вырăс авторĕсен хайлавĕ-сене тĕпе хурса лартнă спектакльсене те кăларĕç сцена çине. Вĕсен йышĕнче Егор Шашин композитор кĕввине тĕпе хурса хатĕрленĕ «Кот в сапогах» мюзикл, Василий Шукшин произведенийĕ-сем тăрăх йĕркеленĕ «Чун пирки манас марччĕ» либретто (Евгений Муравьев). Анатолий Хмытăн «Çерем çинчи çиçĕм» хайлавне тĕпе хурса лартнă спектакле те чăтăмсăррăн кĕтеççĕ-тĕр куракансем.

Юпа уйăхĕн малтанхи кунĕсенчех Çамрăксен театрĕ вăрăм çула тухĕ. Чăваш артисчĕсене Калмăк Республикинче кĕтеççĕ. «Один дома» (Ирина Широбокова), «Собаки» (Константин Сергиенко, Станислав Васильев), «Суя пурнăç» (Маргарет Мэйо, Морис Эннекен), «Тăм тивнĕ чечексем» (Зинаида Долгова) спектакльсем пур ÿсĕмри куракан кăмăлне те тивĕçтермелле. Шухăшламалăх, вĕренмелĕх пур кунта. Калмăк çĕрĕнчи Б.Басангов ячĕллĕ Наци драма театрĕн туслă йышĕ вара тĕп хуламăра килсе çитĕ. «Араш», «Сказки Белого Месяца», «Сердце матери» спектакльсене курма йыхравлаççĕ артистсем. Театрсем хушшинчи туслă çыхăнăва йĕркелес енĕпе Раççей Федерацийĕн Культура министерствин гранчĕ пысăк пулăшу кÿнине палăртмалла.

Ваттисем васкама хушман

«Пĕчĕк ачана – сăпка, ватта туя кирлĕ», – тесе шахвăртнă ĕлĕкрех чăвашсем. Анчах хальхи шур сухалсем пирки капла калани вырăнлах та мар пек. Вĕсем пурнăçпа тан пыраççĕ, XXI ĕмĕр çитĕнĕвĕ-ырлăхĕпе çамрăксенчен кая мар усă кураççĕ. Тен, тепĕр чухне ирттереççĕ те-и?.. Сăмахран, Шупашкартах кинемисемпе мучисене ятарлă курссенче компьютерпа ĕçлеме вĕрентеççĕ.

Мĕн пирки тапратрăмăр-ха ку сăмаха? Ара, «Пирĕн атте авланать» камитри Куля Странный (Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ, Чăваш халăх артисчĕ Василий Павлов) çапларах шухăш патне илсе çитерчĕ. Спектакль ÿнерçи – Лариса Осипова, музыкине йĕркелекенĕ – Андрей Молодцыгин, ташă лартаканĕ – Алина Михайлова. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ Станислав Владимиров кĕвĕленĕ юрă сцена çинчи ĕç-пуçа хăйне евĕрлĕ чĕрĕ те илемлĕ сĕм кĕртет.

Николай Петрович Странный – хуçалăха çирĕп тытса пыракан чăваш арĕ. Тăван çĕр çинче пурăнни, вăй хуни темрен те паха уншăн. Нумай юмахламасть вăл, каланине вара ялан ĕçпе çыхăнтарать. Тĕп сăнар ĕçченлĕхĕпе çыпăçулăхĕ пирки пÿрчĕ-хуралти те, вĕллисем те систереççĕ. Йышлă шăнкăрч йăвисенче те кайăксем чĕвĕлтетеççĕ. Шел те, ачисем çеç ăнланмаççĕ ашшĕ-не, çак ырлăха курма-хаклама пĕлмеççĕ. Мăшăрĕ çĕре кĕнĕренпе виçĕ çул иртнĕ ĕнтĕ. Ывăлĕпе хĕрĕсен вара кашнин хăйĕн пурнăçĕ. Тăван киле килме вăхăчĕ те, кăмăлĕ те çук вĕсен. Паллах, ашшĕн чунĕ ыратать.

Тепĕр ватă, тен, пуçне усăччĕ, тарăн хуйха путĕччĕ. Кирек кам та, анчах Куля Странный мар. Хушаматне чăнласах тÿр-ре кăларать вăл. Кушакĕ те çынсенни пек Мăрмăр е Пĕçук мар, Ален Делон ятлă унăн. Пурнăçра пĕр утăмне те чуххăм-чаххăм тумасть Николай Петрович, йăлт виçсе-шутласа. Шахмат вăййинчи пек. Тулĕк пурте ăнкараймаççĕ çав ку ăслая. Павăл ял старости (Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ Александр Степанов) тĕлĕнсе пĕтереймест юлташĕнчен. «Пуç тăк пуç! Пуç мар, ГОЛОВА!» – тет вĕçĕмсĕр.

Ашшĕ туя йыхравлани кăна ачисене хуларан хăпса тухма хистет. Пуçланать вара тавлашу-супăшу!.. Аслин пурлăхĕ çамрăк арăм аллине лекессинчен хытă хăраççĕ-çке Митьăпа (Леонид Яргейкин) Люся (Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистки Ирина Архипова). Митьăн мăшăрĕ Света (Алевтина Семенова) та сăхланать мула. Самантлăха ринг çинчи пекех харкашаççĕ тăвансем, тытăçманни кăна. Пÿрт боксерсем çапăçакан тăваткал вырăнах çаврăнать. Пÿлĕме ятарласа карса илнĕ хĕрлĕ хăюранах куратпăр çакна. Каярахпа çак хăю хăйсенех тăллантарать, пурне те пĕрле çыхăнтарать. Мĕншĕн тесессĕн ачисем ашшĕн туйне пăсас тесе каварлашаççĕ. Спектакльте символла сăнарсем татах та пур. Сăмахран, мечĕк, ăна геройсем енчен енне ывăтаççĕ, пĕр-пĕрне айăплаççĕ, пĕр пăтăрмах хыççăн теприне шухăшласа тупаççĕ.

Люсьăн упăшки Леша (Виталий Сергеев) чее кушак аçине аса илтерет. Айккинче сăнаса çÿрет, ниме те хутшăнман пек, ик айкки те тăвайкки пек уншăн. Çук-мĕн, тепĕртакранах вăрттăн шухăшне пĕлтерет, ним мар ура хурать. Кулян кĕçĕн ывăлĕ Володя (Николай Тарасов) уява та килесшĕн мар. Ашшĕ вилнĕ текен хыпар кăна машинине тапратма хистет ăна. Пĕрре амăшне пытарма килнĕ вăл, тепре акă – ашшĕне...

Куля Странный тĕппипех «странный» çав. Валентинăна (Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистки Венера Пайгильдина), шăпах кĕçĕн ывăлĕн савнийĕ пулнăскерне, качча илет вăл. Туй арăмĕсен юрри-такмакĕ, ташши – йăлт пур кунта. Ял халăхĕн те, ачи-пăчин те пĕççисене шарт çапмалли кăна юлать. Пĕрре пăхма çеç ансат ку лару-тăру. Тĕрĕссипе, Николай Петрович Володя валли арăм илсе килнĕ. Чăнах, шÿтлеме те, чăваш пек ухмаха персе чееленме те ăста вăл. Тинех хаш! сывласа яраççĕ Куля ачисем. Ир савăннă иккен. Ваттисем васкама хушман. Николай Петрович чăнахах та авланать. Пулас мăшăрĕпе Интернетра паллашнă-мĕн...

Ольга АВСТРИЙСКАЯ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.