Кивĕ Эйпеçсем çил арманĕ ăсталанă
Улатăр районĕнчи Кивĕ Эйпеç ялĕ тирпейлĕхĕпе, илемĕпе кăна мар, хăйне евĕрлĕхĕпе те уйрăлса тăрать. Ку енĕпе вăл республика конкурсĕсене хутшăнса тăтăшах малти вырăнсене йышăнать. Ялта çамрăксен, ачасен паркĕсем, ача-пăча лапамĕ, икĕ фонтан пур.