троллейбус

15 Раштав, 2017

Ырă туртăм палăрать

Шупашкарти тата Çĕнĕ Шупашкарти троллейбус управленийĕсенчи кăткăс финанс лару-тăрăвĕ пирки эпир «Хыпар» хаçатăн маларахри кăларăмĕсенче пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Хальхи вăхăтра предприятисем мĕнле пурăнаççĕ-ха?

Чăваш Республикин Транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх — предприятисенче ырă туртăм палăрать: йывăрлăхсене пăхмасăр усă курнă электроэнергишĕн пухăннă парăмсене пĕчĕккĕн те пулин чакарса пыраççĕ. Хальхи вăхăт тĕлне Шупашкарти управленин те, Çĕнĕ Шупашкартин те шалу парăмĕсем çук. Çынсене ĕç укçине вăхăтра парассине вĕсем малти вырăна хураççĕ.