Пирĕнтен кашни — пассажир, çăмăл автомобиль хуçисемсĕр паллах: эрне варринче ĕçе васкатпăр-и е киле таврăнатпăр-и, канмалли кунсенче тăван яла е сад-пахчана пуçтарăнатпăр-и — чарăнура общество транспортне кĕтетпĕр.
Ĕнер, юпа уйăхĕн 18-мĕшĕнче, Шупашкар хула пуçлăхĕ Евгений Кадышев Китайри Аньцин хулинчен Чăваш Ене официаллă визитпа килнĕ делегаципе тĕл пулнă. Аньхой провинцине кĕрекен хуларан çитнĕ ĕçлĕ çынсемпе туризмпа, авиаçыхăнупа, электричество транспорчĕпе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă.
Раççей Правительствин кăçалхи авăн уйăхĕн 6-мĕшĕнчи хушăвĕпе килĕшÿллĕн Чăваш Республикине 27 шкул автобусĕ /12 Ford, 5 ПАЗ, 9 Газ, 1 ВОЛГАБАС/ илсе килĕç. Вĕсенче ГЛОНАС спутник навигацийĕпе тахограф вырнаçтарнă. Çавна май 2007 çулхи кивĕ транспорта улăштарĕç, çĕнĕ маршрутсем уçĕç.
Хальхи вăхăтра республикăри шкул автобусĕсен паркĕнче 338 транспорт шутланать. Вĕсем 651 маршрутпа çула тухаççĕ, 1135 ялти 12 пин ытла ачана турттараççĕ.
Тракторист удостоверенийĕ ку транспортпа çÿреме ирĕк парать-и?
Ю.ТАРАСОВ.
Çĕрпÿ районĕ.
Чăваш Республикин техника надзорĕн патшалăх инспекцийĕнче пĕлтернĕ тăрăх — мотоблоксене технадзор органĕсенче регистрацилемелле мар. Тракторист-машинистăн /трактористăн/ удостоверенийĕ мотоблокпа çÿреме ирĕк паракан документ шутланмасть.