Чăваш Ен кÿмепе çÿрекенсем валли автобус туянать

8 Авăн, 2017

Чăваш Енĕн Транспорт министерстви кÿмепе çÿрекенсене турттарма икĕ автобус туянасшăн. Ун валли ведомство 13,18 миллион тенкĕ уйăрĕ.

Ятарлă транспортпа тивĕçтерекен организацие ятарлă конкурс ирттерсе палăртнă. М3 категориллĕ шутланакан транспортра лармалли вырăнсен шучĕ саккăртан кая мулмалла мар. Автобуссен тăршшĕ 10–12 метрпа танлашать.

Аукцион условийĕнче палăртнă тăрăх, транспорт икĕ уйăхра республикăна килмелле.

Комментари хушас