Комментари хушас

19 Юпа, 2017

Шупашкарпа Китай представителĕсем пĕр-пĕрин патне самолетпа вĕçес ыйтăва сÿтсе явнă

Ĕнер, юпа уйăхĕн 18-мĕшĕнче, Шупашкар хула пуçлăхĕ Евгений Кадышев  Китайри Аньцин хулинчен Чăваш Ене официаллă визитпа килнĕ делегаципе тĕл пулнă. Аньхой провинцине кĕрекен хуларан çитнĕ ĕçлĕ çынсемпе туризмпа, авиаçыхăнупа, электричество транспорчĕпе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă.

Ют çĕршывран килнĕ йышра предпрнимательсем те пулнă. Вĕсем вара Шупашкарпа Аньцина самолетпа çыхăнтарсан Чăваш Енĕн инвестици илĕртÿлĕхĕ палăрмаллах ÿсĕ. Курнăçура пăхса тухнă самантсене хула администрацийĕн сайтĕнче çырса кăтартни тăрăх хакласан авиаçыхăну ыйтăвĕпе ĕçлессипе калаçса татăлни палăрать.  

Аньцин хулинче электричествăпа çÿрекен автобуссем кăлараççĕ иккен. Евгений Кадышев Шупашкар çак енĕпе те кăсăкланнине палăртнă.