театрсем

17 Чÿк, 2017

Шупашкарта опера фестивалĕ уçăлчĕ

Паян Шупашкарта Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче мухтавлă ентешĕмĕре Максим Михайлова халалланă Пĕтĕм тĕнчери опера фестивалĕ савăнăçлă лару-тăрура уçăлчĕ. Çирĕм çиччĕмĕш хут йышăнчĕ Чăваш Ен тĕнчери, çĕршыври юрă ăстисене. Унта Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăнчĕ, юрăçсене ăнăçу, куракансене киленÿ сунчĕ.

Фестивале П. Чайковскин чаплă ĕçĕ — «Евгений Онегин» опери — уçрĕ. Тĕп партисене хăнасем — Михаил Журков /Саратов/, Альбина Хрипкова /Ярославль/, Юрий Городецкий /Беларуç/ — юрларĕç.

29 Авăн, 2017

Чăваш патшалăх академи драма театрĕ çĕрмĕш сезона уçрĕ

К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн кун-çулĕ паллă пулăмпа асра юлĕ: авăн уйăхĕн 28-мĕшĕнче вăл хăйĕн 100-мĕш сезонне уçрĕ.

23 Авăн, 2017

Мускаври виçĕ каç

Питĕ хăвăрт иртсе кайрĕç вĕсем. Çак тапхăрта «Таганка актерĕсен пĕрлĕхĕн» театрĕ виçĕ каç К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн актерĕсемпе Мускав чăвашĕсене çыхăнтаракан, çывăхлатакан вырăн пулса тăчĕ.
Чăваш театрĕн пысăк гастролĕ Владислав Николаев драматургпа Юрий Григорьев композитор ĕçĕсене тĕпе хурса СССР халăх артисчĕ Валерий Яковлев лартнă «Эс ман чунра» мюзиклпа хупăнчĕ.

Pages