Паян Тăвай районĕн культура çуртĕнче районăн социаллă пурнăçĕпе экономикин 2017 çулхи аталанăвне тишкерчĕç. Ку ыйтупа район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке доклад турĕ.
Çут çанталăк газĕпе тивĕçтерекен районти участок çулсерен пирĕнтен газ оборудованине тĕрĕсленĕшĕн укçа пуçтарать. Кăçал 1005 тенкĕ илчĕç. Çулталăк тăршшĕнче газовиксене йыхравламанни те пулать. Вĕсем пирĕн пата килмеççĕ, котела, счетчике тĕрĕслемеççĕ. Апла тăк пирĕнтен мĕншĕн укçа пуçтараççĕ? Ку саккунпа килĕшÿллĕ-и?
Етĕрне районĕнчи Мăн Шемертен тата Пĕрçырлан ял тăрăхĕн пуçлăхĕсене бюджет законодательствине пăснишĕн явап тыттарнă. Пысăках мар вырăна йышăнакан çак тÿре-шара вăрламан, çаратман, çапах ята кĕнĕ.